Мичиган (кӳлĕ)

Мичиган (акăлч. Lake Michigan) — АПШ-ра вырнаçнă кӳлĕ, Çурçĕр Америкăри Мăн кӳлĕсен шутĕнче пулать.

Мичиган
акăл. Lake Michigan
Координаты: неизвестный формат аргумента
В функцию {{#coordinates:}} были переданы некорректные аргументы
Мичиган Мăн кӳлĕсен системинче
Мичиган Мăн кӳлĕсен системинче
ПатшалăхАПШ АПШ
РегионсемМичиган, Индиана, Иллинойс, Висконсин
Тинĕс шайĕнчи çӳллĕшĕ177 м
Калăпăш4918 км
Калăпăш4918 км³
Çыран хĕрри тăршшĕ2636 км
Чи пысăк тарăнăш281 м
Минераллĕн тĕсĕтăварсăр
АПШ позици картти халлĕхе çук.
АПШ Мичиган/Индиана/Иллинойс/Висконсин позици картти халлĕхе çук.

Географи

тӳрлет
 
Мичиган кӳлли. Хĕвел анать.

Мичиган Çӳлти кӳлĕрен кăнтăралларах, Гурон кӳллипе Макино пырĕпе, Миссисипи юханшывĕпе — Чикаго — Локпорт каналĕпе çыхăнать. Гидрографи енчен пăхсан, Мичиганпа Гурон пĕрлĕхлĕ пулаççĕ, анчах та географи енĕпе вĕсене уйăрса палăртаççĕ.

Мичиганăн шыв-çĕр лаптăкĕ — 57 750 çм2 яхăн (Мăн кӳлĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта), тăршшĕ 500 çухрăма яхăн, анлăшĕ — 190 çм. Тинĕс шайĕнчен — 177 м çӳллĕшĕнче (Гурон кӳлли пекех), тарăнăшĕ 281 м çитет. Çулта тăватă уйăхлăх пăрпа витĕнет. Утравĕсем — Бивер, Çурçĕр Маниту, Кăнтăр Маниту.

Кӳлĕ çумĕнче Мичиган, Индиана, Иллинойс тата Висконсин штачĕсен çĕрĕсем тухаççĕ. Мичиган çумĕнчи пысăк хуласем: Чикаго, Эванстон тата Хайланд-Парк (Иллинойс), Милуоки тата Грин-Бей (Висконсин), Гэри тата Хэммонд (Индиана).

Истори

тӳрлет

Кӳлĕ ячĕ mishigami сăмахран килет, вăл оджибва инди йăхĕн чĕлхипе «пысăк шыв» тени пулать. Кӳлĕ çине пĕрремĕш европеец — француз Жан Николе — 1634 çулта пырса çитнĕ.

Каçăсем

тӳрлет