МикронезиОкеанин пĕр пайĕ. Ун шутне çак утравсем кĕреççĕ: Мариан, Каролин, Маршалл, Гилберт тата Науру. Кунтах Уэйк аттолне те хушма юрать.

Микронезин тип çĕр лаптăкĕ сахал, кунта пурăнакан халăхĕ те йышлă мар. Çаплах тинĕс хуçалăх пайĕсем калăп.

Микронезире çак патшалăхсемпе пăхăнуллă территорисем вырнаçнă:

Патшалăх тытăмлăхĕ

тӳрлет

Паянкуна Микронези темиçе пайран тытăнса тăрать.

Микронезин Федеративлă Штачĕсем — 4 штат, Косраэ тата Понапе утравĕсем, Яп тата Чуук (Трук) ушкăнла утравĕсем. Халăхĕ — 129,6 пин çын (1998). Тĕп хули — Паликир, Понапе (Понпеи) утравĕ çинче, 7 пин çын. Официаллă чĕлхе — акăлчан. Уявсем: юпа, 3 — Пăхăнманлăх кунĕ. Экспорт: копра, пăрăç, пулă, кокос çăвĕ, ал ăçталăх япалисем. АПШ-па ирĕкле пĕрлешĕннĕ.

Маршалл утравĕсем. Халăхĕ — 63 пин çын (1998). Тĕп хули — Маджуро, 20 пин çын. Чĕлхисем — маршалл тата акăлчан. Тĕнĕ — протестантисăм тата католицисăм. Экспорт : копра, кокос çăвĕ, пулă, коралсем, алăпа тунă япаласем. 1529 ç. испан А. Сааведра уçнă, каярах Гилберт тата Маршалл тĕпченĕ. Уявсем: çу, 1 — Конституци кунĕ.

Наурукоралл утравĕ, шывран çĕкленнĕ атолл. Лаптăкĕ 21 çм². Халăхĕ — 13 пин çын. Официаллă чĕлхисем — акăлчан тата науру. Образует государство Науру. Уявĕсем: чӳк, 26 — Ангам кунĕ.

Çурçĕр Мариан утравĕсем. Халăхĕ — 66,56 пин çын. Тĕп хули — Капитоли сăрчĕ Сайпан утраве çинче (40 пин çын). Çӳллĕ вырăнĕ — 965 м. Официаллă чĕлхе — акăлчан. Тĕнĕ — католицисăм. Магеллан уçнă, 19 ĕмĕр вĕçĕчченех испан колонийĕ пулнă, 1899 Германине сутнă, халĕ — АПШ пăхăнăвĕнче. Эспорт: ал ăсти япалисем, апат-çимĕç.

Гуам

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Истори

тӳрлет

Микронезисем Микронезие темиçе пин çул каялла çитнĕ. XVI ĕмĕрте Микронези Испани колонийĕ пулса тăрать. XIX ĕмĕрте Науру германи колонийĕ пулать, Гилберт утравĕ — британи çĕрĕ. 1898 ç., испан-америка вăрçи иртсен, Гуам АПШ çумне кĕрет, ытти пайĕ Германи айне лекет. 1914 ç. германи Микронезине Япони туртса илет (Науру утравне, административлă Германин Çĕнĕ Гвинейи шутне кĕнĕскерне Австрали ярса илет). Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн пур яппунсене Микронезирен кăларса янă; япони колонийĕсене ООН юрисдикцийĕпе АПШ тытăмне кĕртеççĕ. 1950-мĕш çулсенче АПШ кунта ядерлă сирпĕнӳ тĕпчевĕсене ирттернĕ. Хальхи куна пĕтĕм Микронези, Гуамсăр пуçне, ирĕклĕхе çĕнтерсе илет.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет