Микеле Плачидо

Мике́ле Пла́чидо (итал. Michele Placido; çу, 19, 1946, Асколи-Сатриано, Итали) — итал актёрĕ тата кинорежиссёрĕ.

Микеле Плачидо
Michele Placido
Фото
Çуралнă вăхăт: 1946, çу, 19
Çуралнă вырăн: Асколи-Сатриано, Фоджа, Итали
Професси: XX - XXI ĕм. Итали актёрĕ, режиссёрĕ
Карьера: 1972 — хал. вăх.
Чыславсемпе парнесем:
«Итали Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн аслă офицерĕ «Итали Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн командорĕ

«Кĕмĕл упа»

Биографи

тӳрлет

Микеле Плачидо 1946 çулхи çăвăн 19-мĕшĕнче Асколи-Сатриано хулара çуралнă. Çарти хĕсметрен таврăнсан Плачидо Римри полицире ĕçленĕ[1]. Театрпа чирлесе ӳксен вăл Драма ӳнерĕн академине вĕренме кĕнĕ. 1969 çулта сцена çинче хăйĕн пĕрремĕш рольне вылянă.

1972 çултанпа кинора выляма тытăннă. Плачидо Марио Моничеллин «Халăх романĕ» (1974), Луиджи Коменчинин «Божественное создание» (1975), Марко Беллоккион «Триумф маршĕ» (1976) тата «Прыжок в пустоту» (1979), Сальваторе Самперин «Эрнесто» (1978) (Берлин кинофестивалĕн парни), Джулиано Монтальдон «Аньезе вилме каять» (1976), Карло Лидзанин «Отель Кляйнхоф» (1977) тата «Фонтамара» (1980), Паскуале Скуитьерин «Корлеоне» (1978), Франческо Розин «Виççĕ ывăл» (1981), Лучано Одоризион «Шопен» (1983), Дамиано Дамианин «Çыхăну пиццери урлă» (1985), Марко Ризин «Мери яланлăхах» (1989) фильмĕсенче вылянă.

Çемье

тӳрлет

Плачидо виççĕмĕш хут авланнă.
Иккĕмĕш арăмĕ — актриса Симонетта Стефанелли. 1994 çулта уйрăлнă.
Виççĕмĕш арăмĕ — актриса Федерика Винченти.

Пиллĕк ачана çут тĕнчене кĕртнĕ — хĕрĕ Виола́нте Пла́чидо (1976) тата иккĕ ывăлне — Микеланжело (1990) тата Марко Бренно (1991) — Симонетта Стефанелли çуратнă, авланмасăр тунă Иниго ывăлне (1988), Вирджиния Александра актриса çуратнă, Габриель ывăлне (2006) Федерика Винченти çуратнă.

Фильмографи

тӳрлет

Актёр

тӳрлет

Режиссёр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Плахов А. Мечты большие и малые. Коммерсант Weekend, 2010, №14(160). kommersant.ru (2010-04-16). çăлкуçран архивланă 26 Нарӑс уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 19 Нарӑс уйӑхӗн 2013.

Каçăсем

тӳрлет