Кĕмĕл упа — Берлин кинофестивалĕн 1956 çултанпа тĕп парнипе пĕрле — Ылтăн упапа пĕрле — тивĕçтерӳ тĕнче жюрин парни. Ылтăн упа сăнне, Кĕмĕллине те Рене Зинтенис ăсталанă.

Çулсерен Берлин кинофестивалĕн жюривĕ Кĕмĕл упапа официаллă ăмăртăва 6 категорипе хутшăнакан фильмсене тивĕçтерет. Кĕмĕл упасенчен пĕрне «Жюрин мăн парни» тесе хаклаççĕ. Ытти пиллĕккĕшне паха режиссурăшăн, паха хĕрарăм ролĕшĕн, фильм валли мусăкшăн, тата ӳнере ӳсĕм кӳнĕшĕн параççĕ. Кĕске фильмсен тĕнчери уйрăм жюри Кĕмĕл упапа иккĕмĕш вырăна тухнă кĕске фильма тивĕçтерет. 2008 çулта пĕрремĕш хут Кĕмĕл упана «Паха сценари» категорине кĕртнĕ.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет