Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Мем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Мем (акăл. meme) — меметикăри пĕр çынран тепĕр çынна имитаци, вĕрентӳ тата урăх мелсемпе сармалли этеплĕ информацин виçи.

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

«Мем» термин грек μίμημα, «евĕрлĕх».[1] сăмахĕнчен пулса тухать. Мем ăнлавĕпе унăн концепцине Ричард Докинз 1976 çулта «Эгоист генĕ» кĕнекинче хевтелесе кăтартнă. Вăл пĕрремĕш социокультура процесĕсене ăнлантарма репликатор концепцине сĕнет. Çак теорие вăл хăйĕн «Сарăлнă фенотип» кĕнекинче пĕлтерет.

Докинз культурăн уйрăм элеменчĕсене упрас тата сарас процеса ăнлантарма «мем» ăнлавне кĕртет. Ламсден тата Вильсон çак çулсенчех генетика информацине культура информацине куçаракан механизм евĕрех культурген концепцине кĕртнĕ.

Шухăшсене вертикаллă куçарса парасси — кун чухне çынна тĕрлĕ шухăшсене малтанхисенчен, ашшĕ-амăшĕнчен, вĕрентсе çитĕнтерекенрен, сăмах, кĕнеке тата культурăн ытти артефактчĕ урлă пырать. Шухăшсене горизонталлă куçарса парасси шутне çынран çынна тата пĕр культурăран тепĕр культурăна кусни кĕрет.

Тĕплĕн, мемсем — тăрă информаци, анчах та вĕсен ĕçлевĕнче çутçанталăк тата тыткаларăш вĕçĕмĕсем палăраççĕ. Генсен пек мемсен тĕслĕхĕсем – «мелодисем, шухăшсем, мода сăмах калрăшĕсем, тĕрлĕрен ăста ĕçĕ».

Çак шухăша Дуглас Рашкоффăн «Медиавирус» кĕнекинче çырса панă: мемсен МИХ тата Тетел каналĕсемпе этем пĕрлĕхĕнче (тĕслĕхрен, политиксен шухăш-ĕмĕтне, этем пĕрлĕхĕнчи шухăшсене улăштарасси тата ытти те) чылай сĕм хăварса сарăлассине вĕсен пултарулăхĕпе çыхăнтарса тĕпчеççĕ.

Генсем пекех, мемсем — репликаторсем (акăл. replicators), тепĕр сăмахпа, хăйсене хăйсен копилекен объектсем. Кашни мемăн информаци ăшĕ хайĕн пулаяслăхĕпе копиленсе хăйĕн оптимонне туса хурать. Мемсем урăх ĕлкене куçса (пĕрлешĕнсе е пайланса) çĕнĕ мем тума пултараççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе ресурсшăн (çынсен ăс-тăнĕшĕн) кĕрешеççĕ, çапла вара, çутçанталăкри суйлав йĕркипе аталанса пыраççĕ.

Комплекслă мем

тӳрлет

Мемсем горизонтальлĕ (пĕр вăхăтри ăру хушшинче) тата вертикальлĕ (ватă ăруран çамрăк ăрăва) саралма пултараççĕ. Мемсем тăтăшах ушкăна пĕрлешеççĕ — ăс-тăна çавăрса илмешкĕн, шухăшсен кĕрешĕвĕнче хăватланма пуçтарăннă комплекслă мемсем. Литературăра комплекслă мема çаплах мемплекс (акăл. memeplex) теççĕ.

Комплекслă мемсен тĕслĕхĕсем: тĕн е политика доктринисем. Çапла, христианлăх чиркӳ шухăшне кĕртнĕ христиан мемплексĕн аталанăвĕн вĕçленĕвĕ пулса тăрать. Тĕне тытса пыни пайланни (католици тĕнĕ, православи, протест тĕнĕ) верующие добавили и удалили различные мемы, çакна пула христос тĕнĕн тĕп мемплексĕн йышĕнче хăй ирĕклĕ комплекслă мемсем (тĕнĕн, сектăн) çирĕпленеççĕ.

Докинз хăйĕн «Иллюзия Бога» (2006) кĕнекинче тĕплĕн тĕн мемĕсене пăхса тухнă, вĕсене вăл «психика вирусĕсем» ят панă.

Меметика

тӳрлет
Тĕп статья: Меметика

Мемсен концепципе теорийĕ меметикăра аталанса пырать. Меметика çаплах çынсем мемсене епле йышăнса ăнланса сарса пырассине тĕпчет.

Тетел- тата фидонет-мемсем

тӳрлет
Тĕп статья: Тетел-мем

Этем пĕрлĕхĕн компьютер эрешĕсем аталаннă май (малтан Фидонетра, кайран Тетелре) мемсем хăйсене сарăлма çĕнĕ хутлăх тупаççĕ, вара ятарлă социаллă пулăм — тетел-мемсем — пуçа çĕклеççĕ. Тетел-мемсем хăйсем ирĕк кăмăлпа пĕр пĕрин патне куçармалли хыпарсем (текстсем, каçăсем) пулаççĕ. Çакна выляв тĕлĕпе тăваççĕ, çаплах çак мелпе урăх информации те, çав шутра провокаци е усал кăмăллă хыпар та (см.: en:Internet fraud) марăлма пултарать.

Юлашки вăхăтра, пĕрмаях тенĕ пекех, тетел-мемĕсем блогосферăпа форумсен хутлăхĕсенче “пурăнаççĕ”, анчах та мемсем веб-пейджсен, электронлă почтăпа саралма, Тетел тулашне тухма пултарать, сăмахран, МИХа çитет[2] (çакăн чухне çаплах «медиавирус» ăнлавпа усă кураççĕ).

2000-мĕш çулсен варринче этем пĕрлĕхĕнче «Превед» тетел-мем сумлă резонанса çитет.

Медиавируссем (медиамемсем)

тӳрлет
Тĕп статья: Медиавирус

Мемсем, массăллă информаци хатĕрĕсем витĕр те саралма пултарать. Пулăмăн çак аспектне американсен МИХ тĕпчевçи Дуглас Рашкофф ăнлантарса панă, вăл «медиавирус» термина кĕртнĕ, 1994 çулта «Медиавирус. Епле поп-культура вăрттăн сирĕн ăс-тăна сĕмлет» кĕнекене çутта кăларнă.

Раççейри медиавирусăн тĕслĕхĕ Сергей Курёхинăн «Ленин — гриб» проекчĕ, ăна Сергей Шолоховăн «Пиллĕккĕмĕш урапа» публицистика телекăларăмĕнче интервью евĕр Ленинград телекуравĕн эфирĕнче 1991 çулхи çăвăн 17-мĕшĕнче кăтартнă.

Масс-культăрăри мем концепцийĕ

тӳрлет

Мем концепцийĕ массăллă культурăн пайĕ пулса тăрать. «Мем» тата «меметика» ăнлавсем тĕрлĕ тĕслĕ ĕлкепе нумай илемлĕ ĕçĕсенче тĕл пулать.

«Ăс-тăн вирусĕсем» — тĕрлĕ ăслăлăх-фантастика ĕçĕсен сюжетĕнчи кирлĕ элемент. Çапла, Аластер Рейнольдсăн «Digital to Analogue» калавĕнче мусăк ĕçĕсем урлă саралакан «мем» эпидемине çырса кăтартнă. Çак авторăн «Absloution Gap» романĕнче тĕн юхăмĕн пайташĕсем биовирусĕсемпе мемсене сараççĕ.

Çав вăхăтрах, мемсем хăш чухне кирлĕ социаллă функцисене тăваççĕ, "йывăр" темăсене хĕрӳ кĕртеççĕ[3].

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Глава 11. Мемы — новые репликаторы 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. // Эгоистичный ген
  2. ^ 2.0 в пользу Обамы Лента.ру, 12 июня 2008
  3. ^ Мемы: мифы и реальность 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. AdvSchoolRu, 12 октября 2009

Вуламалли

тӳрлет
  • Докинс Ричард. Эгоистичный ген. — М.: Мир, 1993. — С. 318. — ISBN 5-03-002531-6 (рус.)
  • Броди Ричард. Психические вирусы. — М.: ИВЦ Маркетинг, 2002. — С. 192.

Каçăсем

тӳрлет