Мельниченко Андрей Игоревич

Андрей Игоревич МельниченкоРаççей усламçи. 1972 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче Белорусинчи Гомель хулинче физик-тĕпчевçĕ çемйинче çуралнă.

Forbes журнал версийĕ тăрах 2018 çулта унăн пурлăхĕ $15,5 млрдпа танлашнă.

Кун-çулĕ тӳрлет

Республикăри физика олимпиадинче çĕнтернĕ хыççăн МПУ çумĕнчи 18-мĕш номерлĕ физикăпа математика шкул-интернатĕнче вĕреннĕ. МПУ-ĕн физика факультетĕнче пĕлӳ пухнă.

1991 çултанпа услам ĕçĕсемпе тăрмашланнă — турфирма уçнă, оргтехникăпа сутă-илӳ тунă, валютăна улăштарнă.

Хăй каланă тăрăх, валютăпа хăтланнă тапхăрта $50 пине яхăн услам пуçтарнă.

1993 çулхи пуш уйăхĕнче аслă курсра вĕренекен Андрей Мельниченко юлташĕсемпе пĕрле МДМ ятлă финансăпа кредит компанине йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра МДМ ушкăнĕн 50 % акци пуххи ун аллинче, çавăнта çак холдингсем кĕреççĕ:

ОАО «Таганрог металлурги завочĕн», ОАО «Кузнецк ферросплавĕсем», ОАО «Волгоградри трактор завочĕн», ОАО «Волгоградри мотор завочĕн», ОАО «Пичет кăларăвĕн çурчĕ «Век информации»» акцийĕсен пысăк пуххисем.

Чыслани тӳрлет

  • 2016 — «Ыртунăшăн» палăрту палли (11-çĕртме-2016) — ыртăвакан тата пĕрлĕх ĕçне пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн[1]
  • 2021 — Александр Невский орденĕ (24-çурла-2021) — хими промăçлăхне аталантарассине пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн тата нумай çул ыркăмăлпа ĕçленĕшĕн]

[2][3]

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет