Массачусет чĕлхи
Массачусе́ чĕлхи (вампаноаг, вампаноаг-массачусет чĕлхи, массачусет, массачусетт) — массачусетсем кĕнĕ вампаноаг инди йăхĕсен ушкăнĕнчи халăхăн чĕлхи. Алгонка чĕлхисен йышне кĕнĕ. Çĕнĕ Англин кăнтăрĕнче, хальхи Массачусетс штачĕн çурçĕр-тухăç территоринче сарăлнă пулнă.
Массачусет | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Wôpanâak |
Патшалăхсем: | АПШ |
Регионсем: | Массачусетс штачĕн çурçĕр-тухăçĕ |
Çухалнă: | XIX ĕм. вĕçĕнче, чĕрĕлтересшăн тăрăшни[1] |
Классификаци | |
Категори: | Çурçĕр Америкăри чĕлхесем |
алга йышĕ
| |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | |
ISO 639-3: | wam |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Ячĕ
тӳрлетИстори
тӳрлетÇурçĕр Америкăра мĕнпур Библие пĕрремĕш хут массачусет чĕлхине Джон Элиот 1663 çулта куçарнă («Элиот библийĕ»). Кĕçех пĕрремĕш букваре (1669) тата Библин иккĕмĕш кăларăмне (1685) пичетленĕ. Масссачусетсем хушшинче Элиот миссионер ĕçĕсемпе хăтланнипе çыру пĕлĕвĕ сарăлнă. паянкуна Элиот кĕртнĕ орфографипе çырнă нумай документ çитнĕ. Массачусет чĕлхи, ытти пĕтнĕ индейсен чĕлхисемпе танлаштарсан документсенче туллирех упранса юлнине пула халĕ вампаноаг йăхĕнчи çынсем çырулăха чĕрĕлтересшĕн тăрăшаççĕ.
Литература
тӳрлет- Jessie Little Doe Fermino. 2000. "An Introduction to Wampanoag Grammar, " Massachusetts Institute of Technology MS thesis.
- Goddard, Ives (1978). «Eastern Algonquian Languages» in Handbook of North American Indians, vol. 15 (Bruce G. Trigger, ed.). Washington, D.C.: The Smithsonian Institution.
- Goddard, Ives and Kathleen J. Bragdon (eds.) (1989) Native Writings in Massachusett. Philadelphia: American Philosophical Society. ISBN 0-87169-185-X
- Moondancer and Strong Woman (2007) A Cultural History of the Native Peoples of Southern New England: Voices from Past and Present. Boulder, CO: Bauu Press. ISBN 0-97213-493-X
- Walker, Willard B. (1997). «Native Writing Systems» in Handbook of North American Indians, vol. 17 (Ives Goddard, ed.). Washington, D.C.: The Smithsonian Institution.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Goddard (1978:71)