Маркоман вăрçи
Маркоман вăрçи (166—180) — германпа сармат йăхĕсем Римпа çапăçнă вăрçă. Хирĕçӳ маларах асăннă йăхсем Рим империйĕн хĕвеланăç енчи чиккисем патĕнче куçса çӳренине кура пуçланнă.
Рейнпа Танай чикки урлă каçса маркомансем, квадсем, гермундурсем тата ытти йăхсем Италине кансĕрлеме пуçланă. 169 çулта вĕсем Аквилея хӳтлĕхе çавăрса илнĕ, Опитерги хулине аркатнă.
Вăрçăра кам çĕнтересси паллă пулман. Пĕрисем çентернĕ хыççăн кайран вĕсене хирĕçекен тепĕр енĕ çĕнтернĕ. Çапла çапăçа-çапăçа темиçе çул иртнĕ. 172-174 çулта çеç Марк Аврелий император çарĕ маркомансен çарне чарма пултарнă. Чармашкăн римлянсен те нумай вăй пĕтнĕ. 175 çулта вара çапăçакансем пĕр-пĕрин хушшинче мирлĕ килĕшӳ алă пуснă. Ку килĕшӳ тăрăх йăхсем Рим империне пăхăнмалла пулнă. Çакăнпа вăрçă вĕçленмен-ха...
177 çулта герман йăхĕсем каллех римлянсем çине тапăнма пуçланă. 180 çулта вара Коммод император вĕсемпе тепĕр мирлĕ килĕшӳ алă пуснă. Ку килĕшӳ тăрăх римлянсен вăрçă пуçламăшĕнчи чикĕсене тавăрмалла пулса тухнă. Çавна май вĕсен самай хӳтлĕхе чикĕ леш енче пăрахса хăварма тивнĕ, çĕнĕ чикĕсем хĕрринче хӳтлĕхсене çĕнĕрен тума тивнĕ.