Мари ушем
Мари́ уше́м (çаран мари Марий ушем; туçи мар. Мары ушем; çур.-ан. мар. Маре ушем; Мари пĕрлешĕвĕ) — Мари Эл Республикин регионри пĕрлĕх организацийĕ.
Мари ушем | |
МУ | |
Лидер | Козлов Владимир (Лайд Шемйэр) |
---|
Пичет органĕ
тӳрлет«Марий чанг» — хаçат, 1990 çултанпа пичетленет. Пĕрремĕш номерĕ 1990 çулта нарăсра тухнă. «Марий ушем» хастар тапхăрĕнче (1990—1992, 1998—2000) тиражĕ 10—50 экземпляра та çитнĕ, хăшпĕр çулсенче 6—13 номер çеç тухкаланă. Вăтам тираж — 3000 экз. Çулталăкра 1—10 номер тухнă. Тĕп редактор — Чашкин Евгений Витальевич[1].
Истори
тӳрлетПĕрремĕш организацисене 1917 çулта пуш уйăхĕнче тухăç марисем (Ĕпхӳ, Бирск) йĕркеленĕ, 1917 çӳлта çулла — Патша Кокша, Уржум уесĕсенче пуçтараăннă. Мар халăхĕ культурăран кая юлнине пĕтерес, наци шкулĕсене уçса вĕсенче мари чĕлхипе вĕрентес тесе калаçнă. Çак мари интеллигенцин пĕрлĕх-политика юхăмĕн пĕр форми пулнă. Пурне те Тĕп пĕрлешӳ (Марий ушем) Хусанта тытса тăнă. 1918 çулта раштав уйăхĕнче мари халăхĕн тĕп пĕрлешĕвне чарса хунă, мари пĕрлĕхĕсене культура-çутĕç ĕçĕпе хăтланма хушнă. Вĕсен вырăнне уесри парти тата совет органĕсем çумĕнче мари уйрăмĕсене тата секцисене йĕркеленĕ.
1989 çулта рашитав уйăхĕнче регионсенчи пĕрлĕх пĕрлешĕвĕ ВООПИК мари уйрăмĕн, Пĕтĕм Союзри Культурăпа пĕрлĕх фончĕн Мари уйрăмĕн тата «Мемориал» пĕрлештернĕ пленумĕнче чĕрĕлнĕ. Йĕркелекен съезда Йошкар-Олара 1990 çулта ака уйăхĕнче ирттернĕ. 421 делегат, вĕсенчен 96 çын Мари АССР тулашĕнчен, килнĕ. Оганизацин тĕп ĕçне чĕлхепе халăх культурине упрасси; аякра саланнă халăха культура-этнос енĕпе пуçтармалла.
Председательсем
тӳрлет- Патрушев Анатолий Степанович (1990—1992)
- Козлов Владимир Никифорович (—2010)
- Чашкин Евгений Витальевич (2010—2015)
- Козлов Владимир Никифорович (2015-па)
Асăрхавсем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Съезды народа Мари. 1917—2004 гг. Протоколы и материалы.— Йошкар-Ола, 2008
- Марий ушем // Энциклопедия Республики Марий Эл / Яв. ред. Н. И. Сараева. — Йошкар-Ола: 2009. — 3505 экз. — ISBN 978-5-94950-049-1
Каçăсем
тӳрлет
Ку Мари Эл пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |