Мари Смит Джонс
Мари Смит Джонс (Marie Smith Jones), — Аляскăри эяк чĕлхине юлашки калаçакан. 1918 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Аляскăри Кордова хулинче çуралнă. 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче ун чĕри тапма пăрахнă. Эяк çулпуçĕ. Ун эяк чĕлхинчи чăн ячĕ Udach' Kuqax*a'a'ch, вăл куçарнă тăрăх «аякри çынсене чĕнекен сасăна» пĕлтерет.[1]
Мари Вильям Ф. Смит пулăçăна качча кайнă (1948 çу, 5). Вĕсен 9 ача çуралнă пулин те, нихăшĕ эяк чĕлхине вĕренмен. Хĕрĕсен пĕри систернĕ тăрăх ун чухне акăлчанларан урăх чĕлхепе калаçма юраман.[2]. 1970 çулсенче вăл Анкорадж хулине кайнă. Ун чухне те эяк чĕлхин пуласлăхĕпе пăшăрханнă вăл. Чĕлхи мĕнли çинчен пĕлӳ юлтăр тесен, Майкл Краусс (Michael Krauss) чĕлхеçĕпе нумай ĕçленĕ, материала çырса илнĕ. Майкл Краусс ку пĕрле ĕçрен сăмахсарпа грамматика кĕнекине хатĕрленĕ.
Джонс юлашки тăванĕ, ватăрах хурăнташĕ, 1990 çулсенче вилнĕ. Ун хыççăн Джонс политика енчен активланнă. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн килĕшӳпе чĕлхесене сыхласси конференцисенче икĕ хут официллă калаçнă вăл. Çавăн пекех индиан çавра... (окруж. среда) традицийĕсем пирки активлă пулнă.
Джонс çамрăк чухне алкоголизмпа чирленĕ. 50 çулĕсенчен ĕçме пăрахнă. Çапах мĕн виличчен нумай пирус турткаланă.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетReferences
тӳрлет- ^ Elizabeth Kolbert, "Last Words" 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ., The New Yorker, June 6, 2005.
- ^ ВВС статьи