Мари-Эл Республикинчи чăваш ялĕсем
Марий-Эл республикинчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕн асăннă субъектĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем.
Калас пулать, ку тĕлте чылай вăхăт хушши, — чи авалхи саманасене шута илмесен, — чăваш ялĕсем пачах та пулман. Чи пĕрмĕш чăваш ялне 1844-мĕш çулта никĕсленĕ. Вăл ял — Звенигово районĕнчи Чăваш Утарĕ. Ыттисем вара XX ĕмĕрте çеç "ăнсăртран" чăваш ялĕ пулса тăнă пулмалла. Тĕрлĕ вырăнсенчен чăвашсем унта куçса пынине пула.
Енчен те Марий-Эл енче чăваш ялĕсем, сахал пулин те, пур пулсан, Чăваш республикинче вара çармăс ялĕсем пачах та çук.
Уйрăмах Чăваш Енпе типçĕр çинче чикĕленекен (унашкалли тек çук) Туçи Çармăс районĕнче чăваш ялĕсем пачах та çукки шутсăр кăтартуллă.
Малалла Марий-Эл республикинчи "чăваш ялĕ" теме кăштах та пулин май пур пурăнакан вырăнсене черетлесе тухăпăр. Скобкăри хисепсем 2002-мĕш çул тĕлнехи мĕнпур çынсен йышне тата чăвашсен йышĕн шайне кăтартаççĕ[1].
Звенигово районĕ
тӳрлетЧăваш Утарĕ (371 çын; 88% чăвашсем), Семёновка (183 çын; 75% чăвашсем), Трояр (71 çын; 87% чăвашсем), Долгая-Старица (40 çын; 30% чăвашсем), Сокольный (14 çын; 64% чăвашсем), Уржумка (34 çын; 56% чăвашсем), Уржумка Вăрманçăлăхĕ (18 çын; 72% чăвашсем).
Йошкар-Ола хула администрацине пăхăнакан ял
тӳрлетНовотроицки (379 çын; 26% чăвашсем)