Марибор (словен. Maribor; ним. Marburg an der Drau) — Словенири пысӑкӑшӗпе иккӗмӗш хула (хулари халӑх йышӗ 2013 ҫулта 94,9 пин ҫын пулнӑ). Марибор ҫӗршывӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ пайӗнче, Подравска тӑрӑхӗнче, Драве юханшыв хӗрринче, Погорье ту ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Хула Анат Штирий историллӗ облаҫӗн центрӗ шутланать.

Истори

тӳрлет
 
Вӑтам ӗмерсенчи Марибор

Пирвайхи хут Маркбурх замокӗ пирки 1164 ҫулта асӑннӑ. Марбург Драва айлӑмӗнчи пысӑках мар графлӑхӑн тӗп вырӑнӗ пулса тӑнӑ, каярах вӑл Штирий герцоглӑха кӗнӗ. 1254 ҫулта Марибор хула пулма тивӗҫнӗ. Штирийре Габсбургсен йӑхӗ влаҫа алла илнӗ хыҫҫӑн (1278 ҫулта) хула хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ, ку тӑрӑхри чи пӗлтерӗшлӗ суту-илӳ вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. 1532 тата 1683 ҫулсенче Марибор штирий ҫӗрӗсем ҫине тапӑнса килнӗ турккӑсем хупӑрласа илнине ӑнӑҫлӑ тӳссе ирттернӗ.

Чиркӳ тӗлӗшӗнчен чи малтанах хула Шекау епископӗсене пӑхӑннӑ, ҫапах та, 1859 ҫулта Марибора Лавант епископлӑхне куҫарнӑ, 1962 ҫултанпа вӑл Марибор епископлӑхӗ ятпа паллӑ пулса тӑнӑ. 2006 ҫулта XVI Бенедикт атте ирӗкӗпе Марибора архиепископлӑх статусне панӑ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи умӗн хула халӑхӗн 80% нимӗҫсем пулнӑ тата тепӗр 20% словенсенчен тӑнӑ, ҫитменнине общество пурнӑҫӗнче тата хула тытӑмӗн органӗсенче ытларах нимӗҫсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ку тӑрӑхри пӗтӗм ял халӑхӗ словенсенчен тӑнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Штирийпе Каринтин ҫӗрӗсенчи чылай словенсене Австри патшалӑхӗн тӑшманӗсем тесе пӗлтернӗ, вӗсене патшалӑх должноҫӗсене йышӑнма чарнӑ. Ҫакӑ хулари словенсемпе нимӗҫ халӑхӗ пӗр-пӗрне килӗштерменнине вӑйлатнӑ. 1918 ҫулта Австро-Венгри арканнӑ хыҫҫӑн Марибора хӑйсен аллине илес тӗлӗшпе Австри республики те, Сербсен, хорватсен тата словенсен патшалӑхӗ те пӗлтернӗ. 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче хула тӳремӗнче американсен элчисене мирлӗ килӗшӳ тӑвасси тӗлӗшпе килессе кӗтсе тӑнӑ марибор нимӗҫӗсене Рудольф Майстер ертсе пыракан словенсен отрячӗсем тапӑннӑ. Вӗсем 13 ҫынна вӗлернӗ, 60 ытла амантнӑ. Майстер хулари влаҫа ярса илнӗ те референдум ирттермесӗрех ӑна Сербсен, хорватсен тата словенсен патшалӑхӗн пайӗ (каярахпа — Югослави) тесе пӗлтернӗ.

Марибор Югослави шутне кӗнӗ хыҫҫӑн нимӗҫсем нумаййӑн хуларан тухса кайнӑ, Австрие эмиграциленӗ. Нимӗҫ шкулӗсемпе организацисене хупнӑ. Австрире славянсене нимӗҫлетес политикине хирӗҫ Югослави влаҫӗсем нумаях мар нимӗҫ чӗлхиллӗ халӑха культура тӗлӗшӗнчен ассимиляцилеме хӑтланнӑ. Апла пулин те, 1930-мӗш ҫулсене илес пулсан та Мариборти нимӗҫ халӑхӗн тӳпи 25% пулнӑ.

1941 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче нимӗҫсем Юголсавине тапӑнса кӗнӗ чухне хулана юханшыв урлӑ каҫнӑ нимӗҫ пехота подразделенийӗ ҫапӑҫусӑрах йышӑннӑ, кӗҫех вӗсем каялла чакнӑ та хулана вермахтӑн 132-мӗш пехота дивизийӗн пайӗсем йышӑннӑ. 1941 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Мариборта нимӗҫ ҫарӗсен 2-мӗш штабӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Малашне, Анат Штирие Мариборпа пӗрле нацистла Германи аннексиленӗ. 1941 ҫулхи ака уйӑхӗнче Марибора Адольф Гитлер килсе кайнӑ, хула замокӗнче ӑна чаплӑ йышӑннӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Мариборта пысӑк ҫар савучӗсем вырнаҫтарнӑ. Союзниксен авиацийӗ хула ҫине пӗрре мар бомбӑсем пӑрахнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен унччен юлнӑ нимӗҫ халӑхне ҫӗршывран хӑваласа кӑларса янӑ.

Ирӗке тухсан Марибор хӑвӑрт аталанма пуҫланӑ, ҫакна Австри чиккине ҫывӑх пулни тата пысӑк квалификациллӗ ӗҫ вӑйӗ пурри пулӑшнӑ. Ҫавна пула хула Словенин тухӑҫ пайӗнчи тӗп транспорт, промышленность тата культура центрӗ пулса тӑнӑ. 1991 ҫулта Словени республики хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, Мариборти йывӑр промышленность Югославинчи рынокӗсене ҫухатнине пула хӑйӗн продукцине вырнаҫтарайманнине пула йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттернӗ, хулара ӗҫсӗрлӗх шайӗ ун чухне 25% ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне экономика лару-тӑрӑвӗ самай лайӑхланнӑ, ҫакӑ вак тата вӑтам предприятисем самай аталанннипе ҫыхӑннӑ.

2009 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Мариборта «Людски врт» стадионта Словенипе Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ командисем хушшинче футбол чемпионачӗн сыпӑклӑ сайлав матчӗ иртнӗ. Хуҫасем 1:0 шутпа выляса илнӗ, ҫакӑ вӗсене тӗнче чемпионатне хутшӑнма май панӑ. Раҫҫейри футбол таврашӗнчи халӑх пултарулӑхӗнче «Марибор» сӑмах пайӑр мар ят пулса тӑнӑ, унпа нацин пӗрлешӳллӗ командин ӑнӑҫсӑр матчӗсене палӑртма усӑ курнӑ.

2012 ҫулта Марибора Португали Гимарайнш хулипе пӗрле Европӑн тӗп культура хули ятне панӑ.

2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хула Пӗтӗм тӗнчери шахмат енӗпе ҫамрӑксен чемпионатне йышӑннӑ.

Марибора «Европӑри ҫамрӑксен тӗп хули — 2013» пӗтӗм тӗнчери конкурс ҫӗнтерӳҫи тесе йышӑннӑ.

Халӑх йышӗ

тӳрлет

Халари халӑх йышӗ улшӑнни:

1991 1996 2002 2004 2007 2009 2012
119 828 116 147 110 668 112 558 119 071 112 642 94 984

Паллӑ вырӑнсем

тӳрлет
 
Тӗп тӳрем

Туритсене илӗртекен Мариборӑн паллӑ вырӑнӗсенчен тӗп вырӑна Шыва кӗртекен Иоанн готикӑлла Соборӗ (XII ӗмӗр), Чӗрӗлӳ самани стилӗпе туса лартнӑ муниципалитет ҫурчӗ тата XV ӗмӗрте хӑпартнӑ Марибор замокӗ йышӑнаҫҫӗ. Хулара 1961 ҫулта никӗсленӗ Марибор университечӗ пур. Хулан Тӗп тӳремӗнче барокко стилӗпе тунӑ ҫуртсем пур: Сӑваплӑ Алоизи чиркӗвӗ; ратуша тата Мари Хӗр кӗлеткиллӗ колонна. Ҫавӑн пекех кунта 400 ҫул каярах никӗсленӗ тӗнчери чи ватӑ иҫӗм ҫырлин пахчи пек шутланакан «Стара Трта» иҫӗм ҫырли пахчи вырнаҫнӑ. Ӗлӗк Марибор синагоги вырнаҫнӑ XV ӗмӗрти историллӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ.

Хӗлле Похорье тӑвӗ ҫинче йӗлтӗр спорчӗ вӑйлӑ аталаннӑ, унта тӗнче ӑмӑртӑвӗсене йышӑнма юрӑхлӑ слалом тата мӑн слалом трассисем пур. 2000 ҫулта Марибор Альп хулин статусне тивӗҫнӗ. Хулара Словенири пысӑкӑш тӗлӗшпе иккӗмӗш вырӑнта тӑракан аэропорт вырнаҫнӑ.

Тӑванла хулисем

тӳрлет

Хула сӑнӗсем

тӳрлет

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

тӳрлет

Асӑрхаттарусем

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет
  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Марибор статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.