Маргит Шлахта
Маргит Шлахта (венг. Slachta Margit; 1884, авăн, 18 — 1975, кăрлач, 6 ) — венгер пĕрлĕх ĕçченĕ.
1920 çулта Венгер парламентне пĕрремĕш суйланнǎ хĕрарǎм-депутат шутланать. 1923 çулта "Социаллă тивĕçтерӳ пикисем" институчĕпе Католици тĕн институтне йĕркеленĕ.
Пурнǎçĕ
тӳрлетМаргит 1884 çулта Венгринче Кассара çуралнǎ. Ашшěпе амǎшě аристократсен çемьисенче çуралса ӳснĕскерсем пулнǎ. Ашшĕн, Кальман Шлахтǎн(1857—1936), мǎн аслашшĕсем поляксем, амашĕ Борбала Саросси Сарос (1855—1936) помещик хĕрĕ пулнǎ.
Пĕчек чухне Маргит ашшĕ-амǎшĕпе АПШ çĕр-шывĕнче пурǎннă. Венгрине таврǎнсан Маргит Будапештри католици шкулĕнче вĕренме тытǎннǎ, кайран французла тата нимеçле вĕрентекен пулса ĕçленĕ.
Пĕрремĕш Тĕнче вǎрçи хыççǎн вǎл хĕрарăмсен суйлава хутшăнтарассишĕн кĕрешме тытăннă.
Маргит католик хĕрарǎмсен пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. 1923 çулта вǎл "Социаллă тивĕçтерӳ пикисем" инститне йĕрекеленĕ. Çак ĕçре вĕсене нумай студент пулǎшнǎ.[1]
1938 çултан ерейсене хирĕç законсем йышǎнсан, Шлахта хайĕн Голос Духа хаçат статйисенче еврейсене хÿтелеме тытǎнать. 1943 çулта патшалǎх пуçлǎхěсем çак хаçата хупаççĕ, анчах та Шлахта статьисене вǎртǎн кǎларма тытанать.[2]
1940 çулта, кĕркунне, еврей халǎхне хĕсме тытǎнаççĕ. 1941 çулта Совет çĕр-шывне нимĕçсем кĕрсе тулсан Шлахта, венгерсен çарне еврейсене ирěксĕрех илсе кайтарас мар тесе темиçе пин çын хирĕç тǎрать.
1944 çулта нацистсем Венргине йышǎна пуçласан, Шлахта тата "Социаллă тивĕçтерӳ пикисем" организачине хутшǎнакан Сара Шалкази кĕлĕ вулаççĕ, геттăна апат-çимěç илсе пыраççĕ, мăнастăрьсенче çĕр каçма вырăн тупса панǎ. Вĕсем çапла 2000 яхǎн çынна çǎлса хǎварнă[3].1985[4] çулта Яд ва-Шем Маргит Шлахтǎна "Çĕршыв Праведникĕ" ят парать.[5]
Шлахта, 1945 ç. выборсем хыççǎн парламентра малалла ĕçле пуçлать. Вǎл малтан Грждан демократи партинче ĕçлет, кайран партинчен тухсан никама та пǎхǎнман депутат пулать. Кайра вара Христианла хĕрарǎм Лиги зăй тĕллĕн парти пулса парламента суйланать, унта 4 вырǎн илеть.
1949 çулта тĕрмерен тарса доминикансен мăнастăрĕнче пытанать. Хăрамасăрах 1949 çулта суйлава каять. Çулла вара çěр-шывран тухса каять, Etelka Tóth ятпа США тǎрǎх çул-çÿреве каять.
Америкǎра Борбала Немес ятпа "Ирĕклĕ Европа" радиостанцире ĕçлет, Маргит Немеш ятпа çырусем çырать. 1951 ç. Вена хулине Венгрине таврǎнас тесе каять. Анчах та унǎн ĕмĕтĕ пурнǎçа кĕреймест. Вара вǎл 1953 çулта Америкǎна каялла таврǎнать.
Маргит Шлахта 1974 çулхи кǎрлачǎн 6-мĕшĕнче Буффало хулинче (Нью-Йорк штачĕ) вилет.
Ěçěсем
тӳрлет- A puszták rejtekéből az élet centrumába (Budapest, 1918)
- Elkapott sugarak (Budapest, 1927) (útiélmények az Egyesült Államokból)
- Pünkösdi tűz (Budapest, 1944)
- Sugárzó élet. Válogatás Slachta Margit testvér gondolataiból. (Budapest, 1993)
Библиографи
тӳрлет- Мона, Илона. (1997). Шлахта Маргит
Çǎлкуçсем
тӳрлет- ^ http://books.google.com/books?id=fnpPf_AxWEgC&q=Slachta#v=snippet&q=Slachta&f=false
- ^ http://www.millersville.edu/holocon/files/Margit%20Slachta%20and%20the%20early%20rescue%20of%20Jewish%20families.pdf 2013 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Michael Phayer; The Catholic Church and the Holocaust, 1930—1965; Indiana University Press; p.117-
- ^ Mona, Ilona. (1997).
- ^ Маргит Шлахта 2016 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. - «Яд ва-Шем» (акăлч.)