Мальта (патшалăх)

МальтаВăтаçĕр тинĕсĕнче вырнаçнă патшалăх. Мальта Республикин шĕкĕр хули — Валлетта.

Географи

тӳрлет

Мальта архипелагĕ шутне Мальта, Гозо тата Комино утравсем татах та çын пурăнман Таса Павăл, Филфăл тата Коминото утравĕсем кĕреççĕ. Мальта вăрăммăшĕ– 27 çм, сарлакăшĕ - 15 çм (Мускав чукун çул диаметрĕнчен пĕчĕкрех). Гозо икĕ хут пĕчĕкрех, Комино - 2 çм тăршшĕ çеç. Мальта Европăран Азине тата Африкăна пыракан тинĕс çулĕсем çинче вырнаçнă.

Истори

тӳрлет

Авалах утравпа финикиецсем хуçаланнă, кайран вара грексен аллине куçнă. Пирĕн эрăччен IV ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăри XIII ĕмĕрчен ăна е карфагенянсем, е римлянсем, е Византи, е арабсем, е норманнсем, е испанецсем тытса тăнă. 1530 çулта Карл V император Мальтăна иоаннитсен тĕнлĕ рыцарсен орденне парнеленĕ. Çакăнтанпа çĕр Мальта орденĕн ячĕпе палăрма тытăнать. 1798 çулта Мальтăна французсем туртса илнĕ. 1800 çулта — вăл акăлчансене лекнĕ, вĕсем вара кунта хăйсен колонине тата çар-тинĕс никĕсне тунă. 1921 çулта Мальтăна хăйне май патшалăх тытăмне панă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Мальта паттăррăн итали тата нимĕç авиацине хирĕç çăпăçнă. 1964 — Мальта Аслă Британирен ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ; 1974 республика шутне кĕнĕ, анчах та 1979 çулчен, Мальтăра акăлчансен тинĕс-çар никĕсне хупиччен, патшалăх пуçлăхĕ малтанхи пекех Англи Майра патши шутланнă. 2004 çулта Мальта референдум ирттерсе (2003) Европа Пĕрлешĕвĕ шутне хутшăннă.