Мĕтри ЧăвашВакрим тăхăмĕнчен тухнă паттăр. Вырăслатса ăна Дмитрий Чюваш тесе çырнă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Хусана илнĕ чух Мускав патшин çарпуçĕ пулса паттăрлăх кăтартнă. Хаяр çапăçура унăн куçне çĕмренпе амантнă, йĕтрепе аллине татса кайнă, çапах та вăл вăрçă хирĕнчен тухман. Хусана илнĕ хыççăн, вăл Йăван ĕмпӳпе пĕрле тăван çĕрне таврăнать. Мĕтри Чăваш çакăн хыççăн 19 çул пурăнать, 81 çула çитет. Мĕтри Чăвашăн 4 ывăл юлать: Хĕветĕр, Самуил, Потап, Йăван. Вĕсем вара Нарбеков хушаматпа çӳреме тытăнаççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • "Общий Гербовник дворянских родов", 1799.
  • "История родов русского дворянства", 1886.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • Владислав Ходасевич, "Державин", историлле роман.

Çăлкуç

тӳрлет