Мăнкăмăллăх
Мăнкăмăллăх — виçесĕр мăнаçлăх, вĕçкĕнлĕх, эгоизм[1].
- Ан пăтраштарăр Мăнаçлăхпа.
Тĕнсенче
тӳрлетХристос тĕнĕ
тӳрлетПравославире мăнкăмăллăх çылăхлă саккăр хĕрӳлĕхĕнчен пĕрри шутланать[2][3].
Католици тĕнĕнче те мăнкăмăллăх çиччĕ вилĕмлĕ çылăх концепцине кĕрет.
Мăнкăмăллăха кĕнĕ çын Турă умĕнче хăйĕн пахалăхĕсемпе, хăйне вĕсене Хуçа панине манса кайсах мухтанать. Çакăн пек çын пурнăçри мĕнпур ăраскала хăйех, Турă пулăшмасăрах, Унăн ирĕкĕсĕрех, туянма пултарнине ĕненме тытăнать. Мăнкăмăллăха путнă этем килнĕ пуянлăхшăн (тĕслĕхрен куç курни, хăлха илтни, пурнăç, апат-çимĕç, çурт-йĕр, ача-пăча) Турра тав тумасть[2][3].
Ислам
тӳрлетИсламра кибр (виçесĕр мăнаçлăх) пысăк çылăх тата урăх çылăхсене кăларакан сăлтав пулать[4]. Çакă ĕнтĕ Иблиса Аллах тунă Этеме пуç тайма паман, вăл вара этем йăхĕн тăшманĕ пулса тăнă.
«Вара Турă каланă: „Эй Иблис, мĕн ĕнтĕ сана Эпĕ Хамăн алăсемпе тунине саламласран чарчĕ?“... Вал хуравланă: „Эпĕ унран лайăхрах: Эсĕ мана çулăмран турăн, ăна — тăмран“» (Коран(шухăшне куçарнă), сура Сад 38:75-76) |
Çавăн пекех
тӳрлет- Гибрис — авалхи грексен мăнкăмăллăхĕ
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Толковый словарь русского языка / Д. Н. Ушаков ред.. — М.: Астрель, АСТ, Транзиткнига, 2006. — 3000 экз. — ISBN 5-17-034923-8, ISBN 5-271-13324-9, ISBN 5-9578-3398-3
- ^ 1 тата 2 Игнатий Брянчанинов, Восемь главных страстей с их подразделениями и отраслями
- ^ 1 тата 2 священник Павел Гумеров, Восемь главных страстей с их подразделениями и отраслями
- ^ Статья «Кибр». // «Исламский энциклопедический словарь». Ансар Али-заде, 2007