Льюиспа Кларк экспедицийĕ
Льюиспа Клар экспедицийӗ (1804–1806) — АПШ территорийӗ урлӑ Сент-Луисран Лӑпкӑ океан ҫыранӗ хӗррине ҫитсе каялла таврӑннӑ типҫӗр тӑрӑх иртнӗ пӗрремӗш экспедици. Экспедицие Льюис Мериуэзерпа Уильям Кларк ертсе пынӑ.
Экспедици тӗллевӗсем
тӳрлетЭкспедицие ирттернӗ чухне Томас Джефферсон АПШ президенчӗ тӗллев шутӗнче континент урлӑ тӳрӗ шыв ҫулне шыраса тупассине, унпа коммерци тӗлӗшӗнчен усӑ курма май шырассине лартнӑ. Уйрӑммӑн вӑл индеецсем пурӑнакан ҫӗрсенче АПШ суверенитетне палӑртасси пирки тата Луизиана туянӑвӗ хыҫҫӑн АПШ-на куҫнӑ ҫӗрсем ҫинчи пурлӑхсене тӗпчесси ҫине тимлӗх уйӑрма сӗннӗ.
Хутшӑнакансем
тӳрлетЭкспедици шутне ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тӗп лагерьтен тухнӑ 33 ҫын кӗнӗ. Унсӑр пуҫне экспедици вӑхӑтӗнче ун ҫумне вӑхӑтлӑха (тара кӗрсе) ыттисем те хутшӑннӑ.
- Мериуэзер Льюис, АПШ ҫарӗн капитанӗ — экспедици йӗркелӳҫи пулнӑ май Джефферсон ӑна командир вырӑнне шанса панӑ.
- Уильям Кларк — экспедицине ертсе пырас ӗҫре пулӑшма тесе ӑна Льюис чӗннӗ. Экспедици хатӗрленме пуҫланӑ тӗле сывлӑхне пула ӑна АПШ Ҫарӗнчен ирӗке янӑ, вӑл Луисвиллтен инҫе мар вырнаҫнӑ плантацире пурӑннӑ.
- Йорк — Кларк чури, экспедицире унпа пӗрле ӗҫленӗ негр. Экспедици ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан индеецсем ӑна хисеплесе кӗтсе илнӗ, вӑл ӑҫтан килсе тухнипе питӗ хытӑ кӑсӑкланнӑ.
- Джон Колтер — АПШан Тискер Анӑҫри пӗрремӗш маунтинменӗсенчен пӗри.
- Чарльз Флорд, АПШ Ҫарӗн сержанчӗ — экспедицире вилнӗ пӗртен-пӗр ҫын.
- Сакагавея, Сакаджавея (акӑл. Sacagawea, ҫавӑн пекех Sakakawea, Sacajawea; 1788–1812) — халӗ Айдахо штатне кӗрекен территорире пурӑнакан индеецсен ҫурҫӗр шошон йӑхӗнчи ҫамрӑк хӗрарӑм. Сакагавея 1804–1806 ҫулсенче Льюиспа Кларк экспедицийӗсене Америкӑри анӑҫ енчи тин ҫеҫ туяннӑ анлӑ ҫӗрсене тӗпчеме пулӑшнӑ.
- Туссен Шарбонно — франоканада трапперӗ тата тӗпчевҫи, Сакагавея упӑшки.
- Джон Коллинз, АПШ Ҫарӗн рядовойӗ.
- ХьюХолл, АПШ Ҫарӗн рядовойӗ.
- Александр Гамильтон Уиллард, АПШ Ҫарӗн рядовойӗ.
- Мозес Рид
- Джон Поттс
- Джон Ордуэй
Хатӗрленӳ
тӳрлетЭкспедицие хатӗрленнӗ вӑхӑтра АПШан укҫа ҫапакан ҫурчӗ ятарлӑ кӗмӗл медальсем — Индеецсен тӑнӑҫлӑх медальне — кӑларнӑ. Тӗл пулакан индеецсен йӑхӗсене АПШ суверенитетне йышӑннӑшӑн ҫак медальпе чыслама шутланӑ пулнӑ.
Экспедици хронологийӗ
тӳрлетКун | Пулӑм |
---|---|
1804-мӗш ҫул | |
Ҫу, 14 | Ҫӗнӗ Ҫӗрсем уҫакан Корпус тӗп лагерьтен тухса кайнӑ. |
Ҫу, 16 | Экспедици Сент-Чарльза (Миссури) ҫитнӗ. |
Ҫу, 21 | Сент-Чарльзран тухса кайни. |
Ҫӗртме, 1 | Экспедици Осейдж шывӗ патне ҫитнӗ. |
Ҫӗртме, 26 | Экспедици Канзас шывӗ Миссурине юхса кӗнӗ вырӑна ҫитнӗ. |
Ҫӗртме, 29 | Экспедици хрантсуссен Форт-де-Каваньяль ишӗлчӗкӗсемпе паллашнӑ. |
Утӑ, 21 | Миссури юхӑмӗ тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарнӑ май экспедици Платт шывӗн вӑрри патне ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Ҫӗрсем уҫакан Корпус корпусӗ сиу индеецӗсем пурӑнакан тӑрӑха кӗнӗ. |
Ҫурла, 3 | Хальхи Каунсил-Блафс ҫывӑхӗнче АПШ представителӗсемпе ото тата миссури йӑхӗсем хушшинче пӗрремӗш официаллӑ тӗлпулу иртнӗ. Ҫак тӗлпулу вӑхӑтӗнче Индеецсен тӑнӑҫлӑх медалӗсене, АПШ ялавӗсене, парнесене панӑ, парад ирттернӗ, хальхи технологисемпе паллаштарнӑ. |
Ҫурла, 20 | Экспедицие хутшӑннисенчен пӗри, Чарльз Флойд аппендикс ҫурӑлнине пула тата перитонит аталаннӑран вилсе кайнӑ. Вӑл экспедицире вилнӗ пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ. |
Авӑн, 4 | Найобрэра юханшывӑн вӑррине ҫитнӗ. |
Авӑн, 25–29 | Лакота ушкӑнӗнчи индеецсем шыв тӑрӑх тӑвалла кайма ирӗк илмешкӗн экспедици киммисенчен пӗрне пама ыйтнӑ. Калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра индеецсем ытларах та ытларах ыйтма пуҫланӑ: вӗсем ҫавӑн пекех хӗҫ-пӑшал, амуници, табак ыйтнӑ. Калаҫусене ирттерме чӗлхене япӑх пӗлни чӑрмантарнӑ. Калаҫусем икӗ хутчен хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӗве куҫнӑ. |
Юпа, 8–11 | Арикара индеецӗсем пурӑннӑ тӑрӑхри Гранд-Ривер шывӗн вӑрринчен иртнӗ. |
Юпа, 24 | Экспедици хальхи Уошбёрн ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ мандансемпе хидатса ялӗсем патне ҫитнӗ. Аслӑ Шурӑ ятлӑ мандансен ҫулпуҫӗпе тӗлпулу ирттернӗ. Экспедици ертӳҫисем кунта Мандан форта хывма шут тытнӑ. |
Истори
тӳрлет1803 ҫулта АПШ президенчӗ Томас Джефферсон Лӑпкӑ океан еннелле каякан шыв ҫулне шырас тӗллевпе Америкӑн Тискер Анӑҫнелле пӗрремӗш официаллӑ экспедицине йӗркеленӗ, Льюиспа Кларка ӑна ертсе пыма хушнӑ.
1803 ҫулта Францирен туяннӑ Луизиана лаптӑкӑн, хальхи вӑхӑтри АПШ территорийӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ патнелле йышӑнаканскерӗн, ҫурҫӗрти, анӑҫри тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫри чиккисем ытла тӗплӗ паллӑ пулман. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайне, Техас чикки Франципе АПШ Луизиана туянӑвне кӗртнӗ лаптӑкӑн чиккинчен ҫурҫӗререх иртет тесе, Испани ӑна хӑйӗн тесе шутланӑ. Территорире, тӗпрен илсен, индеецсем пурӑннӑ, 1803 ҫулччен ӑна тӗпчемен. Анӑҫра мӗн вырнаҫни паллӑ пулман (сӑмахран, экспедициччен АПШ-ра Хысаклӑ тусем пуррине пӗлмен). Унсӑр пуҫне территорири ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсене тӗпчесе палӑртмалла пулнӑ. Джефферсон ҫак ҫӗрсене суту-илӳпе ял-хуласем валли уҫса Америкӑна нихҫанхинчен пуян та хӑватлӑ тума ӗмӗтленнӗ. Унччен малтан Тискер Анӑҫа никам та тӗпчемен. Тӗпчевҫӗсене мӗнле хӑрушлӑхсем кӗтнине, вӗсем каялла киле таврӑнма пултарассине никам та пӗлмен. Нумайӑшӗ президента ҫак шухӑша пӑрахӑҫлама сӗннӗ, анчах вӑл хӑйӗн шухӑшне тӗрӗс тенӗ тата шанчӑклӑ ҫынсене тупнине ӗненнӗ.
Мериуэзер Льюис капитан, президентӑн харпӑр секретарӗ пулнӑ, Уильям Кларк лейтенант вара Льюисӑн ӗлӗкхи тусӗ шутланнӑ. Пӗтӗмпех тӗплӗн шухӑшланӑ хыҫҫӑн вӗсем хӑюллӑ план туса хатӗрленӗ. Вӗсем Миссури юханшывӗ тӑрӑх май ҫитнӗ таран хӑпарса Лӑпкӑ океана ҫитме хатӗрленнӗ.
Экспедици хӗл тӑршшӗпех хатӗрленнӗ. 43 ҫынран тӑракан ушкӑн пуҫтарӑннӑ, ӑна Ҫӗнӗ Ҫӗрсем уҫакан корпус ят панӑ; 6 тонна апат-ҫимӗҫ тата йывӑр ҫул ҫинче кирлӗ пулма пултаракан япаласем хатӗрленӗ: хӗҫ-пӑшал, эмелсем, ӑслӑлӑх хатӗрӗсем тата индеецсем валли парнесем. Багажа виҫӗ пысӑк кимме тиенӗ — пӗр баржӑна тата икӗ каноэне.
1804 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тунтикун, пурте хатӗр пулнӑ. Пӑшал сасси янӑранӑ та, ку ҫула тухмалли сигнал пулнӑ, экспедици Миссури юханшывӗ тӑрӑх Сент-Луис хулинчен тухса кайнӑ. Юханшыв тӑрӑх тӑвалла экспедици 5 уйӑх хушши майӗпен хӑпарнӑ.
Юпа уйӑхӗнче ҫулҫӳревҫӗсем мандан индеецӗсен территорине ҫитнӗ. Хӗл ҫывхарса пына, юханшыв часах пӑрпа витӗнмелле пулнӑ. Льюиспа Кларк индеецсем патӗнче, пӗр мандан карманӗнче, хӗл каҫма шутланӑ. 1804/05 ҫулхи хӗл питӗ вӑраха тӑсӑлнӑ, шартлама сивӗ тӑнӑ. Хӑш-чухне сывлӑш температури –40 °C таран аннӑ.
Ака уйӑхӗнче тинех ҫанталӑк ӑшӑтнӑ. Вӗсем каллех ҫула тухма хатӗрленсе ҫитнӗ. Анчах унччен вӗсем хӑйсен планӗсемпе карттӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ пулсан, халӗ вӗсен умӗнче халиччен курман-илтмен ҫӗршыв выртнӑ, ку тӑрӑхра цивилизаци тӗнчинчен килнӗ пӗр ҫын та ура ярса пусман пулнӑ. Вӗсем тӗрӗс ҫул суйласа илнине ҫеҫ шаннӑ.
Анчах та тӗпчевҫӗсем парӑнман. Вӗсем вырӑнти ҫулсене пӗлекен индееца ҫул кӑтартса пыма тара тытнӑ та юханшывпа Хысак тӑвӗсем патнелле ҫӳлелле хӑпарма пуҫланӑ. Ҫулҫӳревӗн ҫак пайӗ чи йывӑрри пулнӑ. Ту урлӑ каҫасси питӗ йывӑррӑн пынӑ. Ҫимелли пӗтнӗ, каҫсерен вӗсене сивӗ аптӑратнӑ.
Юлашкинчен вара тусен тепӗр енче вӗсен куҫӗсем умне анлӑ тӳремлӗхсемпе каярах Колумби ят панӑ юханшыв тухса тӑнӑ. 1805 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче вӗсем юханшыв хӗррине аннӑ, ҫулӑн черетлӗ тапхӑрне хатӗрленсе шыв тӑрӑх океан еннелле кайнӑ. Юлашкинчен ҫулҫӳрев тӗллевӗ пурнӑҫланӑ — экспедици Лӑпкӑ океана тухнӑ.
Тепӗр ҫуркунне киле таврӑнас ҫул пуҫланнӑ, вӑл вӑраха тӑсӑлнӑ. Тӑван ҫӗршывра вӗсене вилнӗ тесе шутланӑ, ҫавна пула тӗлпулу тата та чаплӑрах иртнӗ. Сент-Луиса ҫулҫӳревҫӗсем 1806 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче ҫитнӗ. Тӑван ҫӗршыв вӗсене наци паттӑрӗсене пекех кӗтсе илнӗ. Халиччен курман-илтмен ҫӗрсенче вӗсем ҫичӗ пин километра яхӑн, ытларах каноэ ҫинче, ҫӳренӗ пулнӑ. Мериуэзер Льюиса уринчен те амантнӑ: темӗнле сунарҫӑ ӑна пӑлан вырӑнне йышӑннӑ. Ҫул йывӑр пулнӑ пулин те командӑра пӗр ҫын кӑна вилнӗ — Чарльз Флойд квартермейстер, сӑлтавӗ аппендицитпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици пынӑ май АПШ президенчӗн влаҫне йышӑнма хатӗр ҫулпуҫсене Индеецсен тӑнӑҫлӑх медальне панӑ.
Ҫак экспедици хыҫҫӑн чылай американсем ҫӗнӗ ҫӗрсемпе суту-илӳ ҫулӗсем шыраса Льюиспа Кларк ҫулӗпе кайнӑ, анчах вӗсем пурте асӑрхануллӑрах пулса хӑрушсӑртарах маршрутсем суйласа илнӗ, типӗ ҫӗр тӑрӑх кайнӑ, лавсем ҫинче пынӑ. Ку экспедици географи тӗлӗшӗпе те усӑ панӑ. Льюиспа Кларк ҫул тӑршшӗпех кун кӗнекисем ҫырса пынӑ, карттӑсем тултарнӑ, хӑйсем ишнӗ юханшывсем пирки тата тӗл пулнӑ ҫынсем ҫинчен заметкӑсем туса пынӑ. Вӗсем мӗн курнине пурне те ҫырса пынӑ.
Вуламалли
тӳрлет- Анита Гейнери. Страшная география. — М.: АСТ, 2001. — С. 9—13. — (Для умных, но ленивых). — 7000 экз. — ISBN 5-17-006157-9.
- Ambrose, Stephen E. (англ.)русск.. Undaunted Courage: Meriwether Lewis, Thomas Jefferson, and the Opening of the American West (англ.). — Simon and Schuster, New York, 1996. — P. 511. — ISBN 9780684811079.