Лосманов Виссарион Петрович

Лосманов Виссарион Петрович, — энтомолог, лĕпĕш пухаканĕ тата вĕсене тĕпчекенĕ. 1935 çулхи юпа уйăхĕн 20 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕн Мамликасси ялĕнче çуралнă. 1968 çулта ВЗПИ политехника институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. 1965 çултанпа çăмăл промышленноçри технологи хатĕрне юсакан конструктор бюровĕнче пуçлăх пулса ĕçленĕ.

Хурт-кăпшанкăпа мĕн пĕчĕкренех интересленнĕ, 1970 çулсенчен пуçласа ку ĕçе анлăн пикеннĕ. 20 çул ытла Чăваш Енре тата Раççĕйпе Ази тăрăхĕнче хурт-кăпшанкă пуçтарса çӳренĕ.

РĂА вырăс энтомологи пĕрлешĕвĕн членĕ. 1997 çулта Шупашкарта иртнĕ Республикăн пĕрремĕш энтомологи конференцине хутшăннă. 1984 çултан унăн лĕпĕшпе хурт-кăпшанкă пуххине Чăваш Енре тата Раççейри ытти хутлăхра кăсăкланса йышăннă.