Ленин Польшăра
Ленин Польшăра (выр. Ленин в Польше) — 1965 çулта «Мосфильм» студипе «Студио» ӲП (Варшава) студинче Сергей Юткевич режиссёр ӳнерленĕ поляк-совет истори-биографи фильмĕ.
Ленин Польшăра | |
Ленин в Польше | |
Жанр | драма |
---|---|
Режиссёр | Сергей Юткевич |
Сценари авторĕ |
Евгений Габрилович,Сергей Юткевич |
Тĕп рольсенче |
Максим Штраух Анна Лисянская Антонина Павлычева Эдмунд Феттинг |
Оператор | Ян Лясковский |
Композитор | Адам Валяциньский |
Кинокомпани | Мосфильм |
Патшалăх | ССРП |
Çул | 1965 |
IMDb | ID 0060625 |
Фильм Совет Пĕрлешĕвĕнче пĕрремĕш «сарлакалатни» шутланать. Премьера Мускавра 1966 çулхи акан 14-мĕшĕнче, Варшавăра — 1966 çулхи акан 8-мĕшĕнче иртнĕ.
Сюжет
тӳрлет1914-мĕш çул. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине В. И. Ленина Австри-Хункăри империн поляксен çĕрĕсенчи Карпат умĕнче вырнаçнă «Поронин» ялĕнче кĕтсе илет. Ленин, Н. К. Крупскаяпа тата унăн амăшĕпе — Елизавета Васильевнăпа, кунта эмиграцире. Пĕрремĕш хут вĕсем вăрçăччен икĕ çул маларах пулса курнă. Çак ял Краковран инçе мар, хуларан вĕсем каллех кунта 1914 çулăн çулла пуçланнă чухне куçса килнĕ.
Поронин Раççей империн чиккине çывăххи питĕ лайăх. Анчах та австрияксен вырăнти полицайĕсем тăшманла çĕршыв гражданинĕ Ленина шпион тесе вăрçăн 8-мĕш кунĕнче ареслесе тĕрмене хупнă.
Ленина тĕрмерен хăтарас ĕç фильм сюжечĕн тĕп линийĕ пулать.
Рольсенче
тӳрлет- Максим Штраух — В. И. Ленин
- Анна Лисянская — Н. К. Крупская
- Антонина Павлычева — Крупская амăшĕ
- Илона Кусьмерская — Улькка
- Эдмунд Феттинг — Якуб Ганецкий, поляк-революционер
- Кшиштоф Кальчиньский — Анджей, Улькка каччи
- Владимир Акимов — Н. Р. Шагов, раççей революционерĕ
- Николай Каширский — М. Н. Муранов, раççей революционерĕ
- Владимир Монахов — Григорий Иванович Петровский
- Андрей Петров — А. Е. Бадаев, раççей революционерĕ
- Геннадий Юхтин — Ф. Самойлов, раççей революционерĕ
- Ярема Стемповский — Юзеф Анхольт, фотоателье харпăрçи
- Ежи Новак — пăравус деповĕнчи австри офицерĕ
- Казимеж Рудзкий — настоятель прихода в Поронине
- Збигнев Сковроньский — Матыщук
- Людвик Бенуа — конвоир
- Тадеуш Фиевский — тĕрмери çыруç
- Хенрик Хунко — тюремный надзиратель
- Густав Люткевич — тĕпчекен тӳре
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- «Ленин в Польше»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Ленин в Польше на сайте Imdb