Лекана
Лекана (ав.гр. λεκάνη) — аваллӑ Грецинче тӑмран ӑсталанӑ икӗ авӑрлӑ лапчӑк чашӑк.
Пӗчӗк, хупӑллӑ леканана леканида теҫҫӗ. Лекана хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ е олива ҫуне упрама усӑ курнӑ пуль теҫҫӗ. Леканасем авалхи Грецин капăр тăм савăт-сапи ӳнерӗнче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.