Лăпкăлăха хӳтĕлекен совет комитечĕ
Лăпкăлăха хӳтĕлекен совет комитечĕ — Совет Пĕрлешĕвĕнчи пĕрлĕх организацийĕ. Мĕнпур тĕнчери лăпкăлăх канашне кĕнĕ. Организаци ССРП тулаш политинчи Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсемпе йĕтре хĕçпăшалне чарас тата пĕтерес пирки калаçса татăлас тĕллевпе ĕçленĕ[1].
Истори
тӳрлет1949 çулхи çĕртме уйăхĕнче ССКП ТК Политбюровĕ ЛХСК йĕркелеме йышăннă. 1949 çулхи çурлан 25—27-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Пĕрлешӳри лăпкăлăх майлисен конференцийĕ пуçтарăннă, унта 1200 делегат тата 14 çĕршывран килнĕ лăпкăлах майлă хăнасем пуçтарăннă. Конференцире Лăпкăлăха хӳтĕлекен совет комитетне 79 пайташа суйланă.
Лăпкăлăх тата килĕшӳлĕх федерацийĕ
тӳрлет1992 çулта комитета Лăпкăлăх тата килĕшӳлĕх федерацийĕ çине куçарнă.
Председательсем
тӳрлет- Н. С. Тихонов 1949—1979
- Е. К. Фёдоров 1979—1981
- Ю. А. Жуков 1982—1987
- Г. А. Боровик 1987—1992
- Г. М. Гречко 1992—1995
- В. И. Федосов 1995—2007
- В. И. Камышанов президент, 2007-па
Комитет чыславĕсем
тӳрлет"Лăпкăлăхшăн кĕрешекен" медаль.
Кăларăмсем
тӳрлетЛХСК «Век ХХ и мир» журнала вырăс, акăлчан, нимĕç, испан тата франс чĕлхисемпе кăларнă.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Соколов А. К., Тяжельникова В. С. Часть II «Послевоенный сталинизм» Глава 1. Мир после войны // Курс советской истории, 1941—1999. — М.: Высшая школа, 1999. — ISBN 5-06-003679-0