К-456 «Вилючинск»
К-456 «Тĕвер» — 949А «Антей» проекчĕпе тунă, Лăпкă океан флотне кĕрекен раççей атомлă шывай ракетă крейсерĕ.
К-456 «Тĕвер» | ||
---|---|---|
«Касатка», «Вилючинск» | ||
Карап кун-çулĕ | ||
Ялав патшалăхĕ | ||
Тăван порт | Вилючинск | |
Шыва антарнă | çĕртме, 28, 1991 | |
Хальхи статус | ЛОФ | |
Тĕп пахалăхсем | ||
Карап тĕсĕ | ПЛАРК | |
Проект палăртăвĕ | 949А «Антей» | |
ÇАПУ классификацийĕ | «Oscar-II» | |
Хăвăртлăх (шывçи) | 15 çыхă | |
Хăвăртлăх (шывай) | 32 çыхă | |
Ĕçлĕ тарăнăш | 520 м | |
Чи пысăк тарăнăш | 600 м | |
Çӳрев автономлăхĕ | 120 талăк | |
Экипаж | 130 çын | |
Калăпăшсем | ||
Шывçи шыв кăларăшĕ | 14 700 т | |
Шывай шыв кăларăшĕ | 23 860 т | |
Чи вăрăм (КВЛ) | 154 м | |
Корпус чи анлăшĕ | 18,2 м | |
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 9,2 м | |
Вăй-хăват хатĕрĕ | ||
2 ОК-650В йĕтре реакторĕ, хăвачĕ кашни 190 МВт, пĕрлехи хăвачĕ 98 000 л.в. |
||
Хĕçпăшал | ||
Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
2x650-мм тата 4x533-мм ТА 24 торпедă | |
Ракета хĕçпăшалĕ | ПКР комплексĕ П-700 «Гранит» 24 ЗМ-45 ракетă |
Кун-çулĕ
тӳрлетК-456 крейсер шывай киммин 1988 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче Северодвинскри Севмашăн 55 № цехĕнче 649-мĕш савут номерĕпе никĕсне хывнă[1] Карап экипажне 1989 çулта пуçтарнă та 1989 çулхи çурла - 1991 çулхи нарăс тапхăрĕнче вăл Обнинск хулинчи ТÇФ вĕренӳ центрĕнче хăнăхтарнă. 1991 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче К-456 цехран илсе тухнă та шыва антарнă. СССР Çурçĕр флочĕн тăвăнакан шывай киммисен 339-мĕш уйрăм бригадине кĕртнĕ. 1992 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче карапа «Касатка» ята панă. К-456 1992 çулхи çурлан 18-мĕшĕнче хĕсмете тăнă.
Çурçĕр флочĕ йышĕнче
тӳрлет1992 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче «Касатка» хăйĕн базине Анăç Лицăна çитнĕ. 1993 çулхи нарăсăн 50-мĕшĕнче Çурçĕр флочĕн шутĕнчи шывай киммисен 11-мĕш дивизине кĕнĕ. Çав çулăн çурла-авăн уйăхĕченче К-410 экипажĕ, А. П. Ефанов ертсе пынипе, карапа Лăпкă океан флотне Арктика парĕ айĕпе çитерме хатĕрленеççĕ те каçăва пурнăçа кĕртеççĕ. Авăнăн 28-мĕшĕнче «Касатка» Лапкă океан флотĕнчи шывай киммисен 10-мĕш дивизи шутне кĕрет.
Лăпкă океан флочĕ йышĕнче
тӳрлет1993 çулхи кĕркунне К-456 ракетăсемпе пенĕ. 1995 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш ăстрăм пĕр тĕл çине К-186 «Омск» кимĕпе пĕрле ракетăсемпе пенĕ, 1996 çăвăн 23-мĕшĕнче çавăн пекех К-132 «Иркутск» кимĕпе пĕрле ракетăсемпе пенĕ. 1996 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Генштаб директивипе «Вилючинск» ят панă, çапах та официаллă «Касатка» ятпах çӳренĕ. Çав çултах тактика ушкăнĕпе ТÇФ тĕп çарпуçĕн ракетăпа пеме хатĕрленӳ призне çĕнтерсе илнĕ. 1996 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче çапăçу хĕсметĕнче пулнă, ун чухне кимĕн сылтăм авăслав валĕ çĕмĕрĕлет. 2002—2003 çулсенче ДВЗ «Звезда» вăтам юсавра. 2003 çулхи юпа уйăхĕнче В. Дмитриев ертсе пынă К-186 «Омск» экипажĕ йышăнать. 2004 çулхи нарăс уйăхĕнче экипаж карапăн çӳрев тĕрĕслевне ăнăçлă ирттерет те кимĕне пĕрмай хатĕр вăйсен шутне кĕртеççĕ. 2009 çулхи авăн уйăхĕнче вĕренӳ вăхăтĕнче ракетăсемпе пенĕ[2]. 2011 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче ТÇФ тĕп çарпуçĕн тапăчĕпе «Тверь» ята куçарнă, Тĕвер облаçĕпе пулăшав хутшăнăвĕсем пуçланаççĕ.[3]
Командирсем
тӳрлет- А. Г. Ушаков — 1989—1995
- Илья Николаевич Козлов — ? — 1993
- Аркадий Петрович Ефанов — 1993 (К-410 экипажĕн командирĕ, театрсем хушшинчи каçăра)
- А. Е. Цуркан — 1993—1997
- А. В. Дикий — 1997—2000
- Г. Ю. Корсунов 2000—2002
- Е. Лукьянцев
- В. В. Дмитриев — юпа, 2003 — çу, 2004 (командир К-186)
- Л. В. Молдованов — 2007—2008
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетЕфанов А. П. «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Козлов И. Н. «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку шывай киммисем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |