Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тулă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

К-114 «Тула»667БДРМ «Дельфин» (Delta-IV в терминологии НАТО) проекчĕпе тунă ракетăллă стратеги тĕллĕ шывай атом крейсерĕ, атомлă шывай киммисен иккĕмĕш ăрăвĕ йышне кĕрет.

К-114 «Тулă»
К-114 «Тула»
К-114 «Тулă» Гаджиево тинеç-вăрçă бази патĕнче
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ РФ
Тăван порт Гаджиево
Шыва антарнă кăрлач, 22 1987
Хальхи статус Çурçĕр Флочĕн шутĕнче
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕ РПКСН
Проект палăртăвĕ 667БДРМ «Дельфин»
Хăвăртлăх (шывçи) 24 çыхă
Хăвăртлăх (шывай) 14 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш 320 … 400 м
Чи пысăк тарăнăш 550 … 650 м
Çӳрев автономлăхĕ 80 … 90 талăк
Экипаж 135 … 140 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ 11,740 т
Чи вăрăм (КВЛ) 167,4 м
Корпус чи анлăшĕ 11,7 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) 8,8 м
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
4 карап сăмсинчи 533 калибрлă аппарат
Çапăçу комплекчĕ (торпеда): 12
, 24 мина, торпедăсем вырăнне.
Ракета хĕçпăшалĕ 16 ПУ БРПЛ Р-29 РМУ2 «Синева»

Командир: пĕрремĕш рангри капитан А.А. Храмов

К-114 шывай крейсерне 1987 çулта Северодвинск хуличе, ФГУП «Севмашпредприятинче» тунă, савутри номерĕ 382. К-114 1984 - 1992 çулсенче туса кăларнă çак тĕслĕ 7 шывай крейсерĕ йышĕнче тăваттăмĕш пулать.

1987 - 1998 çулсенче «Тулă» 7 çапăçу хĕсметне тухнă, çав шутра 5 ăстрăм Арктикăри çӳллĕ анлăхлă районĕсенче, 17 çапăçу дежурствинче тăнă, 12 ăстрăм шыв айĕнчен ракетăпа пенĕ. Хăй куçăмĕпе 134856 миль, вĕсенчен 77245 шыв айĕпе, пынă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

1984 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче карапа стапельсенче шывай ракета крейсерĕ тĕспе тума тытăннă. 1985 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче ТÇФ карапĕсен ят-йышне çырса хунă. Спуск на воду состоялся Шыва 1987 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче антарнă. Пушăн 28-мĕшĕнче йĕтре реакторĕсене чĕртнĕ, çĕртме-чӳк уйăхĕсенче карап шварт, куçăм тата патшалăх тĕрĕслевĕсене ирттернĕ, Юпан 30-мĕшĕнче илĕм акчĕ çине алă пуснă. 1987 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче К-114 çинче мăнаçлăн ялава çĕкленĕ те карап Çурçĕр флотне кĕнĕ. Çак кун карапăн уявĕ шутланать.

1995 çулхи акан 18-мĕшĕнче Тулă облаçĕн администраципе шефлă çыхăнусене тăвас килĕшĕве алă пуснă, çав çулăн акан 21-мĕшĕнче кимĕне «Тулă» ята тивĕçтернĕ.

Модернизаци

тӳрлет
Çаплах статьяна пăхăр: Р-29РМУ2.

2000 çулхи çĕртме уйăхĕнче «Тулă» Северодвинск хулинчи «Звёздочка» савута юсава тата модернизацие пынă. 2004 çулхи çу уйăхĕнче эллингран кăларса шыва антарнă. Ремонта 2006 çулхи кăрлач уйăхĕнче вĕçленĕ. Юсаса çĕнетсе, савутра пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ хыççăн «Тулă» ТÇФ Çурçĕр флочĕн карапĕсен йышне кĕнĕ, хăйĕн тĕп базине — Сайда тутине — çитнĕ. «Тулă» хăйĕн серинчи модернизациленĕ виççĕмĕш кимĕ шутланать. Шывай киммин 83 позицине модернизациленĕ, маскировка пахалăхне лайăхлатнă, тĕлсене шыраса тупас системине çĕнетнĕ, живучесть системипе йĕтре хăрушсăрлăхне çӳллĕ шая хăпартнă. «Тулă» çине «Синева» çĕнĕ ракета комплексне лартнă.

Малалли хĕсмет

тӳрлет

2007 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче «Синева» баллистика ракетине Баренц тинĕсĕнчен Камчаткăри Кура полигонне ăнăçлă персе çитернĕ[1][2].

2007 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче континент хушши вĕçекен Р-29РМУ2 «Синева» баллистика ракетине Камчаткăри Кура полигонĕ çине ăнăçлă персе янă.

2008 çулхи юпан 11-мĕшĕнче Баренц тинĕсенче Тăнăçлăх-2008 вĕренĕвĕнче çӳрекен «Тулă» «Синева» ракетăпа пенĕ. Çирĕплетнĕ вĕçев инçелĕхĕ — 11 547 километр — çак тĕслĕ ракетăсемшĕн чи инçе вĕçни пулнă[3]. 2008 çулхи чӳкĕн 17-мешĕнче Дмитрий Медведев Раççей президенчĕн хутайĕпе «Тулă» атомлă шывай крейсерĕн командирне I рангри капитана Степан Кельбаса «Синева» баллистика ракетине шыв айĕнчен инçете персе янăшăн Хăюлăх орденĕпе чысланă. «Вăрçăри хастарлăхшăн» орденăн медальне «Тулă» АШК ракетăлла çапăçу пайĕн командирĕ II рангри капитан Сергей Заболотный тивĕçнĕ. Ушаков медалĕсемпе «Тулă» шывай крейсерĕн тĕрлĕ пайĕсен командирĕсене палăртнă.

2010 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче, 7:50 МСК вăхăчĕпе Баренц тинĕсĕн акваторинчен «Синева» ракетăна ăнăçлă пенĕ.[4]

2010 çулхи çурлан 6-мĕшĕн каçĕнче Р-29РМУ2 «Синева» 2 ракетине Баренц тинĕсен акваторинчен Камчаткăри Кура полигонĕ çине ăнăçлă персе янă.[5][6][7] Ракеты были запущены в залпе.[5] МСЯС России выполнили такую задачу после длительного перерыва[5].

2011 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче штатри режимпе Р-29РМУ2.1 «Лайнер» ракетине Баренц тинĕсĕн акваторинчен Камчаткăри Кура полигонĕ çине пенĕ.[8]

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Роман Смирнов. Ударим «Синевой» по Камчатке. Независимая газета (17-раштав-2007). Тĕрĕсленĕ 14 Ҫурла уйӑхӗн 2010.
  2. ^ Известия. Ру: Да, «Скифы» мы…
  3. ^ Новости@Mail.Ru: Медведев: при запуске ракеты «Синева» зафиксирован рекорд дальности 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Новый успех макеевцев. Роскосмос со ссылкой на пресс-службу ОАО «ГРЦ Макеева» (04.03.2010). Тĕрĕсленĕ 6 Пуш уйӑхӗн 2010.
  5. ^ 1, 2 тата 3 Морозов, Алексей. «Тула» - герой дня, Трудовая Вахта (№17 (9663) от 12 августа 2010 года). Тĕрĕсленĕ 11 Раштав уйӑхӗн 2010.
  6. ^ С подлодки Северного флота РФ успешно запущены две баллистические ракеты, одна из них — «Синева». NEWSru (7 августа 2010). Тĕрĕсленĕ 14 Ҫурла уйӑхӗн 2010.
  7. ^ Подлодка «Тула» Северного флота успешно отстрелялась ракетами по полигону на Камчатке. Интерфакс (07 августа 2010). Тĕрĕсленĕ 14 Ҫурла уйӑхӗн 2010.
  8. ^ Lenta.ru: Оружие: Минобороны успешно запустило новую баллистическую ракету

Каçăсем

тӳрлет


Шаблон:667БДРМ проекчĕн АШК