Куньă (çавăн пекех Кунь, çăлкуçра Конь) тесе чăваш чĕлхинче пусма çинчи, тумтир çинчи тĕрленĕ вырăна калаççĕ: тĕрленĕ пулсан — конь, тĕрлемен пулсан — конь мар. Н. И. Ашмарин сăмахсарĕнчен[1]:

Конь. (кон’), пространство, занятое на ткани узором. Шарбаш. Пĕр конь, тепĕр конь. Ib. Ку сорпанăн икĕ конь. Ib. Конь хĕрине хорапа тунă. Края узора обведены черным.

Ку сăмахăн тулли варианчĕ те (коньă) пулма кирлĕ. Мĕншĕн тесен асăннă сăмахсартах «коньăлă» (коньăллă) тени те пур:

Коньăлă. назв. особого способа тканья сукна. Б. Олг. Коньăлă = икĕ кĕрĕпеле. См. тăла тĕртни.

Хăшпĕр тĕпчевсĕсем (сăмахран, В. Г. Родионов) ку сăмаха «кĕнеке» сăмахпа хурăнташлă (когнатлă) тесе шутлаççĕ.

Литературалла (стандартлă) чĕлхепе

тӳрлет

Н. И. Ашмарин тата унăн информаторĕсем сăмаха тури чăвашсем хушшинче «конь» формăпа тупса фиксациленĕ. Литературăлла (стандартлă) чĕлхепе кунь тата куньă пулма тивĕçлĕ[2].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Тезаурус Лингве Чувашорум
  2. ^ Сергеев Л.П. ДИАЛЕКТЫ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА 2020 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.. — Электронлă чăваш энциклопедийĕнчен.