Кукар
Кукар, кукар яшки е кукар шÿрпи — сурăх пуссан унăн ĕнтнĕ пайĕсенчен пĕçернĕ яшка. Ĕнĕк (çунăк) шăрши кĕрет — çакă унăн уйрăмлăхĕ.
Çапла вара ăна какай шӳрпин уйрăм тĕсĕ темешкĕн пулать. Мĕншĕн тесен сурăх какайĕн ĕнтекен пайĕ субпродуктсен шутне кĕрет. Пуçне тата урисене ĕнтеççĕ.
Мĕн-ха вăл субпродукт?
тӳрлетСубпродукт шутне мыщцăсенчен (сенкерлерен), мускулсенчен тата ун çумĕнчи япаласенчен тăракан чăн-чăн какай мар, ыттисем кĕреççĕ.