Кузьмин Иван Кузьмич

Кузьмин Иван Кузьмич, — драматург. 1924 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнче çуралнă. 1969 çулта çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Шаккăл вăтам шкулĕнче вĕренсе тухнă. Çарта пулнă. Канаш тата Комсомольски район хаçачĕсен редакцийĕсенче ĕçленĕ.

Ӗçĕсем тӳрлет

Пьесăсем, очерксем, «Сиккасси хĕрĕ» повесть çырнă. «Ылтăн Саваланчăксем», «Укçа», «Эпĕ мар, арăм» пьесисене халĕ те Чăваш Ен театрĕсенче лартаççĕ.