Кристалинская Майя Владимировна

Ма́йя Влади́мировна Кристали́нская (1932, нарăс, 24 — 1985, çĕртме, 19, Мускав, СССР]]) — совет эстрада юрăçи, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1974).

Майя Кристалинская
Патшалăх ССРП
Профессисем СССР, Раççей юрăçи
Жанрсем эстрада мусăкĕ

Биографи тӳрлет

Майя Кристалинская 1932 çулхи нарăсăн 24-мĕшĕнче Мускавра вырăс-еврей çĕмьинче çуралнă[1]. Шкулта вĕреннĕ чухне Чукун çул ĕçтешĕсен ачисен Тĕп çуртĕнче Исаак Дунаевскин пĕртăванĕ Семён Осипович Дунаевский ертсе пынă Ташăпа юрă халăх ансамблĕн ача хор коллективĕнче ăсталăхне туптанă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1950 çулта Мускав авиаци институчĕн студентки пулса тăнă. Институтра та Майя илемлĕ пултарулăхпа хăтланнă. Института вĕçлесен ăна Çĕн Çĕпĕрти Чкалов ячĕллĕ савута ĕçлеме янă. Пĕр курсра вĕреннĕ Валентина Котёлкина каласа панипе, вĕсем кĕçех Мускава тарса килнĕ те, Майя вара А. Яковлев конструктор бюровĕнче ĕçе пикенет.

1957 çулта Майя Кристалинская Мускаври тĕнчери çăмрăксемпе студентсен фестивалĕнче лауреат ятне çĕнтерсе илет, унта вăл Юрий Саульский ертсе пынă «Первые шаги» ансамбльпе пĕрле юрлат. Çав çулах вăл Аркадий Арканов çыравçăна качча тухать. Пĕрле нумаях пурăнмаççĕ — уйрăлаççĕ.


Мускавра, Çĕнĕ Дон çăви çине пытарнă. Вилтăпри çинчи эпитафие çапла çырнă: «Ты не ушла, ты просто вышла, вернёшься — и опять споёшь».

Паллă сăвăç Роберт Рождественский Майăна «Пирĕн яшлăхăн ахрăмĕ» тенĕ.

Юрăсем тӳрлет


Куçарусем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет