Кошевой Пётр Кириллович

Пётр Кири́ллович Кошево́й (раштав, 21 1904 — çурла, 30 1976), совет çарпуçĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ (1968). Ике хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (çу, 16 1944, ака, 19 1945).

Кун-çулĕ

тӳрлет

Херсон кĕпернине кĕнĕ Александрия хулинче украин касак кошевой атаманĕсенй йăхĕнчен пулакан çĕр ĕçтешĕн çемьинче çуралнă. 1920 çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. 1927 çулта кавалери шкклĕнче вĕренсе тухнă та командир тата штабри ĕçĕсене туса пынă. 1939 çулта Фрунзе ячĕллĕ академире ăнăçлă вĕçлесен, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн полковник хисепĕпе дивизи штабĕн пуçлăхĕ пулнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче (1943 çулхи авăн уйăхĕччен — стрелок дивизин, кайран стрелок корпусĕн, командирĕ) проявил себя как инициативный и волевой командующий. Темиçе паллă çапăçăва иртернĕ, Севастополь патĕнчи Сапун-тăвне штурмлани тата Кёнигсберга илнĕ (çак çпăçусемшĕн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ чыславапа тивĕçтернĕ). Вăрçăна генерал-лейтенант хисепе çити ӳссе вĕçленĕ. Çĕнтерӳ парадĕнчеВиççĕмĕш Беларуç фрончĕн пухнă полкĕпе командăланă.

Вăрçă хыççăн Кошевой çарпуçĕ тата вăрçă администраторĕ (унăн мăнукĕ, П. Г. Паламарчук çыравçă каланипе, «унăн юнташĕ Баграмян маршал ăна çав саманари пĕрремĕш вырăнти çар çынни тенĕ»), карьерăпа Хӳтĕлев министервинчи ĕç вырăнĕсемшĕн çунман, нихçан та Мускавра хĕсметре тăман тесе мухтаннă. Çарăн çарпуçĕ (1946—1955), Германири совет çарĕсен ушкăнĕн Тĕп çарпуçĕ (1955—1957), Çĕпĕр вăрçă тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ (1957—1960), Кейӳ вăрçă тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ (1960—1965) хĕсметĕнче тăрăшнă.

Германире хĕсметре тăнă чухнĕ (1965—1969) Ушкăнăн çапăçăва хатĕрлĕхне самаях ӳстернĕ (унăн «виççĕ кун хушшинче Гибралтара çитмелле пулнă). 1968 çулхи акан 15-мĕшĕнче Кошевой çар генералне (П. Ф. Батицкипе пĕрле) Совет Союзĕн Маршалĕ хисепе панă.

Анчах та 1969 çулхи юпа уйăхĕнче Кошевойа Тĕп çарпуç ĕç вырăнĕнчен хăтарнă, унăн вырăнне В. Г. Куликова лартнă. Çакăнтанпа куçне хупиччченех вăл отставкăри Маршалсен хисеплĕ ĕç вырăнне — «ССРП Хӳтĕлев министерствин тĕп инспекторĕ» пулса вăй хунă.

П. К. Кошевой Маршала Мускавра, Новодевичье çăвине пытарнă.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет

  Кошевой Пётр Кириллович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче