Космологилле модель

Космологи
Тăванлă темăсем

Космологилле модель, нумайлă хисепре космологилле модельсем — Çут Тĕнче пĕрпĕтĕмлĕх пулса еплерех аталаннине кăтартакан модель (модельсем).

Кунашкал модельсене ăсталама физикăн çакнашкал уйрăмĕсене тата теорийĕсене усă кураççĕ:

  1. Шайлашуллă статистикăлла физика, унăн тĕп анлавĕсем тата принципĕсем, çавăн пекех релятивизмла газ теорийĕ.
  2. Гравитаци теорийĕ, ытларах чухне ОТО. Ку теорие Хĕвел тытăмĕн шайĕнче çеç тĕплĕн тĕрĕсленĕ[1][2], çавăнпа та ăна пысăкрах масштабсенче усă курнине тиркеме те пулать.
  3. Элементарлă пĕрчĕсен физикинчи хăшпĕр хыпар-хăнар: тĕп пĕрчĕсен ят-йышĕ, палăрăмсем, хире-хирĕç вăйăмсен тĕсĕсем, сыхланаслăх саккунесем. Космологилле модельсем чылай ансатрах пулĕччĕç, енчен те протон стабиллĕ пĕрчĕ пулмасăр арканайнă-тăк[3], анчах та çакна лабораторисенчи хальхи экспериментсем çирĕплетмеççĕ.

Хальхи вăхăтра ак çакнашкал чи аван тĕрĕсленнĕ комплекслă модельсем пур:

Пысăк Сирпĕнӳ теорийĕ.
Çут Тĕнчен химилле тытăмне çырса кăтартать.
Инфляци тапхăрĕн теорийĕ.
Сарăлу сăлтавне ăнлантарать.
Фридманăн сарăлу моделĕ.
Сарăлăва çырса кăтартать.
Иерархилле теори.
Шултра масштаблă тытăма çырса кăтартать.

асăрх.: симĕс тĕс — тĕппипех (абсолютлă) вăйра тăракан теорисем; янтарлă тĕс — йышăннă, анчах сÿтсе явма пăрахман теори; хĕрлĕ тĕс — йышăнма йывăр тата тата час-часах тиркев тÿсекен теори.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Capozziello S.and Francaviglia M. Extended theories of gravity and their cosmological and astrophysical applications (англ.) // General Relativity and Gravitation. — 2008. — Vol. 40, iss. 2—3. — P. 357—420. — doi:10.1007/s10714-007-0551-y.
  2. ^ Хĕвел тытăмĕн тулашĕнче ОТО эффекчĕсене тăвăр иккĕлле çăлтăрсен вăйлă уйĕсенче тĕрĕсленĕ, анчах унта та масштабсем чат урăхла мар.
  3. ^ Сажин М. В. Современная космология в популярном изложении. — М.: УРСС, 2002. — С. 145—148. — 240 с. — 2500 экз. — ISBN 5-354-00012-2.

Каçăсем тӳрлет