Корчаков Николай Васильевич

Корчаков Николай Васильевич (17.05.1949, Асанкасси ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР, РСФСР — 06.04.2010, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) – чăваш артисчĕ тата режиссёрĕ.

Николай Корчаков
Çуралнă чухнехи ят: Корчаков Николай Васильевич
Çуралнă вăхăт: 1949, çу, 17
Çуралнă вырăн: Асанкасси ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2010, ака, 6
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Професси: драма артисчĕ
Гражданлăх:
Амплуа: драма артисчĕ
Театр: Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕ , Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ
Рольсем: Ертсе пыракан, Чекист, Потапов, Нямаç, Степан, Митя
Спектакльсем: «Тĕлĕнмелле юрату», «Пĕчĕк хула камичĕсем», «Çиçĕм хыççăн аслати», «Телейсĕрскер», «Хура çăкăр», «Праски инке хĕр парать»)

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1992), Чăваш халăх артисчĕ (2001)[1][2]

Пурнăçĕ тӳрлет

1949 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă.

1967 – 1972 çулсем хушшинче Ленинградри театр, мусăк тата кинематографи институтĕнче пĕлӳ пухнă. Хĕсметре пулнă хыççăн Шупашкара таврăннă, К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрне вырнаçать. Пĕр вăхăт Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлет.

  • «Туй кунĕ»,
  • «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн»,
  • «Пĕрне-пĕри юратсан»,
  • «Хĕр çураçма кайсан»,
  • «Пуса каччи»,
  • «Праски инке хĕр парать»,
  • «Хура çăкăр»,
  • «Провинцири анекдотсем» тата ытти спектакльте вылянă.

Чыслани тӳрлет

Литература тӳрлет

  • Корчаков, Н. В. Николай Корчаков: «Пурнăç улшăнсан та этем чунĕ улшăнмасть» / Н. В. Корчаков ; К. Киргизова [калаçнă] // Тăван Атăл. – 2008. – № 2. – С. 151-154. – (Куçа-куçăн).
  • Корчаков, Н. Çĕнĕ шухăшсемпе кун кунлатăп / Н. Корчаков ; Н. Смирнова калаçнă // Хыпар. – 2009. – 30 çу. – С. 6. – (Культура : хушма кăларăм / кăларăма Н. Смирнова хатĕрленĕ ; № 6).
  • Краснова, Т. Спектакльсене чĕри витĕр кăларать / Т. Краснова // Хыпар. – 2009. – 27 юпа. – С. 4.
  • Николай Васильевич Корчаков : [некролог] // Хыпар. – 2010. – 8 ака. – С. 4.
  • Пурӑннӑ пулсан... / Н. Смирнова хатерленӗ // Хыпар. – 2019. – 7 ҫӗртме. – С. 16.
  • Говорова, Н. Д. Корчаков Николай Васильевич / Н. Д. Говорова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 327.
  • Кириллова, Р. На бойком театральном месте / Р. Кириллова // Совет. Чувашия. – 2009. – 24 окт. – С. 3. – (Площадь искусств).
  • Корчаков Николай Васильевич : [некролог] // Совет. Чувашия. – 2010. – 8 апр. – С. 19.
  • Матвеева, Г. Новый директор – старый знакомый / Г. Матвеева // Совет. Чувашия. – 2006. – 17 янв. – С. 1.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет