Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Конус (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ко́нус (ав.гр. κώνος «хыр йĕкелĕ»[1]),— конусăн ертсе пыраканĕ теекен пĕр-пĕр йĕрĕн пăнчисене уçлăхри уйрăммăн палăртнă пăнчăпа (конус тăррипе) çыхăнтаракан пайăркасен йышĕпе (вĕсене конус тăвакансем теççĕ) майлаштарнă çий[2].

Конус

Енчен те конуса тăвакан йĕр хупă-тăк, конус çийĕ конус текен ĕскерен чикки пулать (ÿкерчĕке пăхăр), леш йĕрĕн шалти талккăшне конус айĕ теççĕ, конус айĕ нумайкĕтеслĕх-тĕк, унашкал конуса пирамида теççĕ.

Иккĕлле конус

Хăш чухне пайăркасене мар, тӳрĕ йĕрсене конус тăваканнисем пек илеççĕ, вара иккĕлле конус пулать, вăл симметрилле икĕ пайран тăрать.

Конус тата унпа çыхăннă конусла касăлусем астрономире тата ытти ăславсенче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Конус // Математический энциклопедический словарь. — М.: Советская энциклопедия, 1988.

Асăрхавсем

тӳрлет