Коновалов Александр Владимирович

Коновалов Александр Владимирович, — политика ĕçченĕ. 1968 çулхи çĕртме уйăхĕн 9 Ленинград (халĕ Санкт-Петербург) хулинче çуралнă.

2008

Пурнăçĕ

тӳрлет

1992 çулта Ленинград патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Вĕренсе тухсассăн прокуратурăна ĕçлеме кĕнĕ. Ӗçлесе Петербург прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ вырăнĕ тарин хăпарнă. 2003 çулта Петербург прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ пулмашкăн ăна Николай Виниченко сĕннĕ.

1999 çулта кандидат диссертацине хӳтеленĕ.

Александр Коновалов икĕ монографи, 20 ăслăлăхлă статья çырнă. Прокуратурăра ĕçленĕ вăхăтра Санкт-Петербулрг уничерситечĕнче лекцисем вуланă.

2005 çулта Пушкăрт Республикин прокурорĕ вырăнне лартнă. 2005 çулхи чӳкĕн 14 Путин В. ăна Атăлçи Федераллă округĕн полпред вырăнне куçарнă.

2012 çултхи çу уйăхĕн 21 юстици министрĕ вырăнне лартнă.