Кондратьев Алексей Кондратьевич

Кондратьев Алексей Кондратьевич, — литература пĕлевçи, техника ăслăхĕсен кандидачĕ, профессор. 1930 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Шаран районĕнчи Дюртюли ялĕнче çуралнă.

Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Пушкăртстанри чăваш культура пĕрлĕхĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Хăйĕн «Сердцу близкие имена» (Чĕрене çывăх ятсем) кĕнекинче Пушкăрт Республикинче ĕçленĕ литераторсем çинчен çырнă: Г.И. Комиссаров, К.Ф. Тарасов-Ухике, П.А. Петров-Туринке, И.А. Перова-Нар, С.А. Васильев тата ыттисем çинчен.