Кобо Абĕ
Кобо Абэ (安部公房}} Абэ Ко:бо:, чăн ячĕ Абэ Кимифуса) (пуш, 7 1924, Токио — кăрлач, 22 1993) — паллă япун çыравçи, драматург, сценарист, япунсен вăрçă хыççăнхи тапхăрĕнчи авангардăн ертӳçĕсенчен пĕри.
Çыравçă пултарулăхĕн тĕп ыйтăвĕ-тупсăмĕ — çын хăйне курайманла обществăна хирĕç тăни. «Хĕрарăм хăйăр тăрăхĕнче», «Ютçын пичĕ» тата «Çунтарса янă карттă» ĕçĕсем тăрăх 1960-мĕш çулсенче режиссёр Шаблон:Jl кинофильмсем çапса кăларнă.
Кун-çулĕпе пултарулăхĕ
тӳрлетАчалăхне пулас çыравçă Манчжурире ирттернĕ, 1940 çулта вăл шкулăн вăтам пайне вĕренсе пĕтерет. Японие таврăнсан, вăтам пĕлӳлĕхе Сэйдзё шкулĕ (яп. 成城高等学校 ) ăнăçлă вĕçлет, 1943 çулта Токио университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. Студент тапхăрĕнчех, 1947 çулта Мати Абэ ӳнерçĕне качча илет, малашне унăн арăмĕ Абэ кĕнекисене ӳкерчĕксемпе илемлетет, театăр ĕçĕсенче декор хатĕрĕсене тăвать. 1948 çулта Абэ университетран вĕренсе тухать, анчах та патшалăхăн квалификациллĕ медицина экзамене ăнăçлă тытаймасăр, ĕçлĕ тухтăр пулаймасть.
1947 çулта, Манчжурири хăйĕн кун-çулне вырăна хурса, Абэ «Анонимлă сăвăсем» (яп. 無名詩集 ) поэтика пуххине хайлать, пĕтĕм тиражне 62-страницăллă кĕнекине мимеограф çинче пичетлет. Сăввисенче Рильке поэзийĕпе Хайдеггер философийĕн сĕмĕ витĕмлĕ курăнать, çамрăк Абэ вăрçă хыççăнхи шанчăк çухатнă яшлăхăн чунне кăтартнипе пĕрле вулакансене пурнăçри çитменлĕхсене хирĕç кĕрешме чĕнет.
1947 çултах Абэ хăйĕн пĕрремĕш «Тăм хӳмесем» (яп. 粘土塀 ) пысăк хормăллă ĕçне майлать.
Пурнăçăн тĕрлĕ тĕсĕсем
тӳрлетКун-çулĕн паллă хыпарĕсем
тӳрлет- 1948 - пĕрремĕш «Çул вĕçĕнчи кăтарту» романа пичетленĕ.
- 1950 - «Хĕрлĕ кокон» калавшăн вăрçă хыççăнхи литература ĕçченĕсен премине тивĕç пулнă.
- 1951 - «Хӳме. S. Карма айăпа кĕни» повеçĕшĕн Акутагава парнипе чысланă.
- 1958 - «Привидение - кунта» (яп. 幽霊はここにいる ) пьесăшăн драма хайлакансене чыслакан Кисида парнине панă.
- 1963 - Йомиури парнипе «Хĕрарăм хăйăр хушшинче» романшăн чысланă.
- 1967 - «Туссем» пьесăшăн Танидзаки парнине тивĕçнĕ.
- 1968 - «Хĕрарăм хăйăр тăрăхĕнче» романа Францире парнепе палăртнă.
- 1973 - «Абэ Кобо студийĕ» театăра йĕркелет, ертсе пырать.
- 1974 - «Симĕс чăлха» (яп. 緑色のストッキング ) пьесăна Йомиури парнипе чыслаççĕ.
- 1975, çу, 13 - Колумб университечĕн (АПШ) ăслăлăх чыслă тухтăрĕ ятне тивĕç пулать.
- 1977 - Америка ӳнерлĕхĕпе ăслăлăх академийĕн чыслă юлташĕ пулса тăрать.
- 1986 – шуçса каясран хӳтĕлекен сăнчăр ăсталанăшăн Тĕнчери хайлавçăсен 10-мĕш куравĕнче кĕмĕл медаль параççĕ.
- 1992, раштав, 25 сĕм каçра çырав ĕçĕпе тертленсе ларнă чух пуç мимине юн кайнипе тăн çухатать — хоспитăле лекет.
- 1993, кăрлач, 22 - 68 çулта чĕре тапма чарăннине пула ăнсăрт вилсе каять.
Тĕп ĕçĕсем
тӳрлет- «Стена» (яп. 壁 ) (1951)
- «Тăваттăмĕш пăрлă тапхăр» (яп. 第四間氷期 ) (1959)
- «Хăйăрти хĕрарăм» (яп. 砂の女 ) (1962)
- «Ют çын пичĕ» (яп. 他人の顔 ) (1964)
- «Çунтарса янă карттă» (яп. 燃えつきた地図 ) (1967)
- «Çын-йĕнер» (яп. 箱男 ) (1973)
- «Вăрттăн тĕлпулу» (яп. 密会 ) (1977)
- «Ковчега кĕнисем» (яп. 方舟さくら丸 ) (1984)
Каçăсем
тӳрлет- [http://www.horagai.com/www/abe/ Кобо Абĕ сайте проекта «Хорагай» сайчĕ çинче, Тĕп интернет-ресурс, Кобо Абĕне халалласа
- Scriptorium - Kobo Abé 2014 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.) Кун-çулĕпе пултарулăхне тĕплен тишкерни.
- Кобо Абĕ вырăсла 2006 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ. Ӗçĕсен электронлă версийĕсем.