Князев Иван Михайлович
Князев Иван Михайлович (1919 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕ, Урпаш, Етĕрне районĕ, Чăваш автономи облаçĕ, РСФСР — 1996 çулхи акан 18-мĕшĕ, Елчĕк, Чăваш Ен) — хирург, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1977).
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тивĕçнĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлет1919 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Урпашра çуралнă.
Хусанти медицина институтĕнче 4 курсра вĕреннĕ вăхăтра, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче ăна çара илсе кайнă. Утă уйăхĕнче Сарăту медицина институчĕн çар факультетĕнче çар тухтăрĕсен курсĕнче пĕлӳ пулнă.
Вăрçă хирне лексен 3-мĕш рангри çар тухтăрĕ, полкăн аслă тухтăрĕ, 229-мĕш стрелоксен дивизийĕн 183-мĕш полкăн тĕп тухтăрĕ пулнă. Темиçе хутчен те аманнă.
Вăрçăран таврăннă хыççăн Йĕпреç, Советски тата Елчĕк район пульницисенче хирург пулса ĕçленĕ.
1996 çулхи акан 18-мĕшĕнче Елчĕкре вилнĕ.