Кимăвăрсем
Кимăвăрсем, кимпăрсем (лат. Cimbri), — чи малтан Ютланд çурутравĕнче пурăннă герман йăхĕ.
Пирĕн эрăчченхи 120 çул тĕлнелле вĕсем тевтонсемпе тата амбронсемпе пĕрле кăнтăралла куçма пуçланă. Танай айлăмĕнче вара римлянсемпе тĕл пулнă. Пирĕн эрăчченхи 113 çулта Норей патĕнчи çапăçура римлянсене çапса çĕмĕрсе çурçĕрелле, Галлине куçнă. Галлинче вара пирĕн эрăчченхи 109, 107, 105 çулсенче каллех римлянсене темиçе хут çапса çĕмĕрнĕ. Испанине çитсен вара кельтиберсене çĕнеймен.
Пирĕн эрăчченхи 102 çулта вĕсем Рим çине харçăпа кайнă, анчах та ку чухнехи ĕç вĕсен ăнăçлă пулман, Верцелл çывăхĕнче Рим çарпуçĕ Гай Марий вĕсене çĕмĕрнĕ.
Хăш-пĕрисем кимăвăрсен пĕр пайĕ Ютландирен Балтика тинĕсĕ хĕррипе кайса хальхи Прусси çĕрĕсем çине çитнĕ тесе шутлаççĕ.