Киль эрни
Киль эрни (ним. Kieler Woche) — тĕнчери паллă парăс спорчĕн ăмăртăвĕ тата çав хушăрах Германин çурçĕрĕнчи çуллахи чаплă уяв.
Киль эрнине Кильре кашни çул çĕртмен юлашки эрнинче иртереççĕ.
Халĕ парăс регати — Киль эрнин паллă пулăмĕ — Киль-Шилькзее одимп центрĕнче иртет. Çулсерен Киль эрнине 2000 яхăн кимĕ тата 3 миллион турист килет.
Киль эрнинче çирĕпленсе юлнă элемент — мусăк фестивалĕ, унта пĕтĕм тĕнчери мусăкçăсем пуçтарăнаççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлет- çĕртме, 23, 1882 çул — парăс киммисен пĕрремĕш чупăвĕ, 20 яхта хутшăннă. Пулăм ăнăçлă иртине пула кашни çул пуçтарма йышăннă.
- 1889 çул — регатăна пĕрремĕш ăстрăм герман императорĕ Вильгельм II килсе курать.
- 1892 çул — регатăна 100 парăс кимми хутшăннă
- 1894 çул — регата хăйĕн Киль эрни ятне туяннă
- 1895 çул — Киль эрни вăхăтĕнче Киль каналĕ ĕçе кĕнĕ, ун чухне вăл Вильгельм кайзер каналĕ ятлă пулнă
- 1907 çул — Киль эрнин 25-çуллăхĕнче регатăна 6 000 кимĕ хутшăннă
- 1914 — 1918 çç. — Киль эрнине Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине пула ирттермен
- 1936 çул — Кильре пĕрремĕш ăстрăм Олимп вăййисен парăс ăмăртăвĕсем иртнĕ
- 1940 — 1946 çç. — Киль эрнине Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине пула иртермен
- авăн, 1947 çул — Кильре пĕрремĕш «Çĕкленекен Киль» (ним. Kiel im Aufbau) фестиваль иртет
- çĕртме вĕçĕ, 1948 çул — вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш Киль эрни
- авăн, 1948 çул — иккĕмĕш «Kiel im Aufbau» фестивалĕ иртнĕ
- 1949 çул — «Kiel im Aufbau» Киль эрнин пайĕ пулса тăрать
- 1950 çул — Киль эрнине пĕрремĕш ăстрăм Теодор Хойс, Германин пĕрремĕш президенчĕ, килнĕ
- 1972 çул — Çуллахи Олимп вăййисен Кильри Иккĕмĕш парăс ăмăртăвĕсем
- 1982 çул — Киль эрнин 100-çуллăхлă каçалăкĕ
- 1995 çул — Киль каналĕн 100-çуллăхлă каçалăкĕ
Каçăсем
тӳрлет- Официаллă сайт 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Киль эрнин кун-çулĕ