Кивĕ Тĕнче1492 çулта Америкăна уçиччен, европейсем пĕлнĕ тĕнче пайĕсен — Европа, Ази тата Африка — пĕрлехи ячĕ [1]; яланхилле Çĕнĕ Тĕнчепе тупăшнă [2]. Урăх сăмахсемпе, Кивĕ Тĕнче — Афроеврази.

Кивĕ Тĕнче тĕнче картти çинче.
«Кивĕ Тĕнче» картти (Птолемейĕн тĕнче картти, XV ĕмĕрте тунă копийĕ).

Пĕрлехи хыпарсем тӳрлет

Кивĕ Тĕнче шутне Христофор Колумб çĕнĕ çĕрсене уçиччен — Европăри, Азири, Африкăри тата юнашар утравсене — палăртнă. Çак термина хирĕççи — Çĕнĕ Тĕнче, унăн шутне Америкăпа Океани кĕнĕ.

Европейсем ун чухне Азипе Африкăри шалти çĕрĕсене ытлах тĕпчемен пулсан та, çав материксем пуррине Японире те, Кăнтăр Африкăра та пĕлнĕ, çапла ĕнтĕ, вĕсем те Кивĕ Тĕнчере шутланаççĕ. Антарктида Кивĕ Тĕнчене те, Çĕнĕ Тĕнчене те кĕмест.

Биологи ăслăхĕ енчен пăхсан, Кивĕ Тĕнчери организмсем Евразире тата Африкăра тĕл пулаççĕ, Çĕңĕ Тĕнчери организмсене Америкăра курма пулать. Кивĕ тата Çĕнĕ Тĕнчесем хушшинчи уйрăмлăхсем эрехсенче сисĕнет[3]: Европăри эрехсем, Кивĕ Тĕнчерисем пулаççĕ, Америкăри Океанири çĕршывсенче тунисем, Çĕнĕ Тĕнчерисем шутланаççĕ.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Old World. Merriam-Webster Dictionary.
  2. ^ New world. Merriam-Webster Dictionary.
  3. ^ Vinos Reserva, un concepto relativo | Revistas Excelencias. www.revistasexcelencias.com. Тĕрĕсленĕ 20 Ака уйӑхӗн 2020.

Çав. пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет