Керек чĕлхи, — Чукоткăра пурăнакан керексен çухалнă чĕлхи. Малтан Чукоткăри Беринг тинĕсĕ хĕррипе Анадырь лиманĕнче пуçласа Камчаткăн Олютор сăмсахĕ таран сарăлнă пулнă. Каярах вара Опуки юханшывĕн вĕçĕнче кăна тăрса юлнă.

Чукчăсемпе юнашар пурăннине пула чукча чĕлхи керек чĕлхине самай витĕр кӳнĕ. В. В. Леонтьев шутласа илнĕ тарăх керек чĕлхинче хăйсен сăмахĕсен йышĕ питĕ сахал, 25% кăна. Вырăс сăмахĕсем те сахал кĕнĕ.

Çыруллăхĕ пулман.

Литература

тӳрлет
  • Володин А. П. Проспект описания грамматики керекского языка (чукотско-камчатская группа) // Языки народов Сибири. Грамматические исследования. Сборник научных трудов. Новосибирск, 1991.
  • Володин А. П. Керекский язык // Языки народов России. Красная книга / Гл. ред. В. П. Нерознак. — М.: Academia, 2002. — ISBN 5-87444-149-2 — С. 90—93.
  • Леонтьев В. В. Этнография и фольклор кереков. М., 1983.
  • Скорик П. Я. Керекский язык // Языки народов СССР. Л., 1968, т. 5.