Кемаль Кылычдароглу
Кемаль Кылычдароглу (турк. Kemal Kılıçdaroğlu; 1948, раштав 17, Назымие, Тунджели провинци, Турци) — турккӑ политика ӗҫченӗ, 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Республика халӑх партийӗн лидерӗ, 2002 ҫултанпа Турци парламенчӗн депутачӗ. 2023 ҫулхи суйлавра вӑл пӗрлешӗннӗ оппозицирен Турци президенчӗн суйлавне хутшӑннӑ.
Кун-ҫулӗ
тӳрлет1948 ҫулта Назымие (Тунджели провинци) ялта ҫуралнӑ, 1971 ҫулта Анкарари экономикӑпа коммерци академинчен вӗренсе тухнӑ, каярахпа ҫулталӑк Францире стажировкӑра пулнӑ. 1983 ҫулта ӑна Тупӑш енӗпе ӗҫлекен управление ӗҫе илнӗ, унта вӑл пай пуҫлӑхӗнчен пуҫласа тӗп директор ҫумӗ вырӑнӗсене йышӑнса ӗҫленӗ.
1991 ҫулта ӑна алӗҫ ӑстисемпе вак усламҫӑсен социаллӑ хӳтлӗх фончӗн тӗп директорне лартнӑ. 1992 ҫулта ССК Тӗп управленине (Турцин социаллӑ страховани фончӗ) куҫнӑ, каярахпа Турцин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1994 ҫулта «Ekonomik Trend» журнал ӑна «Ҫулталӑкӑн чи лайӑх патшалӑх тӳри-шари» тесе суйланӑ. 1999 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ССК Тӗп директорӗн вырӑнне пӑрахса кайса хӑйӗн кӑмӑлӗпе пенсие тухнӑ.
Саккуна пӑхӑнман экономикӑпа кӗрешекен ятарлӑ комиссие ертсе пынӑ, Хаджэттэпэ университетӗнче студентсене вӗрентнӗ, «Türkiye İş Bankası» банкӑн Управляющи канашӗн пайташ тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
2002 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ Турцин Аслӑ наци пухӑвӗн 22-мӗш суйлава суйланӑ чухне ӑна Стамбул хулинчен РНП депутатне суйланӑ. 23-мӗш суйлавра РНП Тӗп Парти Канашӗнче должноҫ йышӑннӑран 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӑна тепӗр хут Стамбулран суйланӑ, парти председателӗн вырӑнне хӑйӗн кандидатурине тӑратиччен парламентри парти ушкӑнӗн ертӳҫи пулса юлнӑ.
2009 ҫулта РНП партирен Стамбул мэрӗн суйлавне кандидат пек хутшӑннӑ, пурӗ 36,8% сасӑ пухнӑ.
Дениз Байкал отставкӑна кайнӑ хыҫҫӑн 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ партин 33-мӗш пухӑвӗнче ӑна Республика халӑх партийӗн Председательне суйланӑ. Кылычдароглу кандидатуришӗн 1250 делегатран 1246-шӗ сасӑланӑ, ҫакӑ РНП историйӗнче чи пысӑк кӑтарту пулса тӑнӑ.
2017 ҫулхи Конституци референдумӗ умӗн Кылычдароглу Турци президенчӗн влаҫ полномочийӗсене палӑрмаллах ӳстерекен Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсене йышӑнассине хирӗҫ тухса калаҫнӑ.
Кемаль Кылычдароглу пӗрремӗш хут президент суйлавне кандидат пек хутшӑнма кӑмӑл пуррине 2022 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче FOX телеканалӑн ирхи «Будильник» программинче уҫӑмлӑн палӑртнӑ, 6-мӗш сӗтел ҫине кӑтартса вӑл «Ман пирки килӗшӳ пур пулсан эпӗ хамӑн кандидатурӑна тӑратма хатӗр» сӑмах каланӑ.
2023 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче Кемаль Кылычдароглу, НРП председателӗ пулнӑ май, Турци президенчӗн вырӑнне йышӑнма кӗрешмешкӗн хӑйӗн кандидатурине тӑратасси пирки пӗлтернӗ, ҫакна вӑл хӑйӗн партийӗн штаб-хваттерӗнче «Эпӗ Кемаль, эпӗ пыратӑп» сӑмахсемпе баннер ҫакса палӑртнӑ. Баннера ҫакса хунӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫын штаба «Кылычдароглу кандидат пулмалла мар» ҫырнӑ плакатсемпе пынӑ, хирӗҫленӗ, ҫак ыйтӑва кун йӗркине те кӗртнӗ. Ҫав кунах НРП партийӗн ҫамрӑксен уйрӑмӗн президенчӗ Генкосман Киллик ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗр ҫын аллине ялавсем парса ӑна штаб-хваттере яракансен ытлашши тӗлӗнме е хӑйсен чӑтӑмлӑхне ҫухатмалла мар. НРП ҫамрӑкӗсене ҫӗр-ҫӗр пинпе виҫме май ҫук». Хирӗҫ шухӑшлисене вӑл тиркесе тӑкнӑ.
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче оппозициллӗ партисен канашӗ йышӑннипе ӑна 2023 ҫулхи суйлавра Турци президенчӗн кандидачӗ пек ҫирӗплетнӗ.
Несӗлӗсем
тӳрлетКылычдароглу кил-йышӗ Курейшан алевитсен йӑхӗнчен тухнӑ. Несӗлӗсем Бозок йӑх пӗрлешӗвне кӗнӗ Бейдилли йӑхӗнчен тухнӑ. Ҫавӑн пекех, хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл сейид шутланать.
Ҫемйи
тӳрлет1974 ҫулта Селвине (официаллӑ мар ячӗ — Севим) качча илнӗ, Кылычдароглу мӑшӑрӗпе пӗрле виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ — Аслӑпа Зейнеп хӗрсем тата Керем ывӑл.
Франци чӗлхине пӗлет.