Кашкаров Павел Константинович

Кашкаров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Павел Константинович Кашкаров (5.06.1947,Мускав, РСФСР) — совет тата раççей физикĕ. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ.

Павел Константинович Кашкаров
Çуралнă вăхăт: 1947, çĕртме, 5
Çуралнă вырăн: Мускав, РСФСР
Ăслăх сфери: физика
Ĕç вырăнĕ: МПУ, Физфак
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МПУ, Физфак
Чыславсемпе парнесем


МПУ тава тивĕçлĕ профессорĕ

Биографи

тӳрлет

1947 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Мускавра çуралнă.

1965-1971 çулсенче Мускав университечĕн физика факультетĕнче вĕреннĕ. 1975 çулта физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ диссертацине хӳтĕленĕ.

1980-1981 çулсенче Массачусетри Технологи Институтĕнче (Кэмбридж , Массачусетс, АПШ) стажировкăра пулнă.

1990 çулта физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ диссертацине хӳтĕленĕ.

329 ăслăх ĕçне совет тата тĕнчери журналĕсенче пичетленĕ. Хирш индексĕ — 23.

20 ăслăх кандидатне хатĕрленĕ.

Чыслани

тӳрлет
  • РФ ăслăхпа техника облаçĕнчи патшалăх премийĕ (2002),
  • Мускав университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ (2004),
  • РФ Праительствин çутĕç премийĕ (2012).

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет