Категорине сӳтсе явмалли:Кальций пĕрлешĕнĕвĕсем

Юлашки сообщени: 6 месяцев назад «Кальци мар, Кальций темелле» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Орфографипе тӳрлет

Орфографипе — «Кальци» (ҫиччас тепри ак Кальцци тесе ҫырмалла тесе чупса ҫитӗ) Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:35, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Ун валли саппас вариант пур — Кальципе пĕрлешнисем (-ни вĕçленине юратмасть темшĕн). Viktor (сӳтсе явни) 10:56, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

P.S. Иезуитсемпе розенкрейцерсем тавлашнипе пĕрех. Viktor (сӳтсе явни) 11:01, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Кальци мар, Кальций темелле тӳрлет

Кальци мар, Кальций темелле. Ытти химилле элементсем тĕлĕшпе те çавах. Пит кирлĕ пулсан, тĕплĕн ăнлантарса паратăп. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:25, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Виноградовсен «йĕрки» вырăсларан кĕнĕ тата ий-пе пĕтекен сăмахсене й-сăр çырма сĕнет. Анчах та, акă, кий е Вий сăмахсенче (вĕсем вырăс чĕлхинчен кĕнĕ!) юлашки сасса-саспаллие кăларса пăрахмаççĕ. Нихăш словартье те! Эппин, ку тĕлĕшпе пăрăнаççĕ пулсан, ытти тĕслехсенче те пăрăнма май пур. Ий-пе пĕтекен химилле элементсем теçетки-теçеткипе. Й-сене кăларса персен çав тери аван мар пулса тухать. Тĕрĕсленĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:55, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Кальципе пĕрлешнисем (-ни вĕçленине юратмасть темшĕн). тӳрлет

Кунта Виноградовсен орфографийĕ ура хурать каллех. Юратни/Юратманни мар. Çав вăхăтрах леш Виноградовсем Кий (бильярдла вылямалли хатĕр), сий, çий сăмахсемпе мĕн тăвасшăн-ши? Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:30, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Ун валли саппас вариант пур — Кальципе пĕрлешнисем тӳрлет

Мĕн вăл «кальцийпе пĕрлешнисем»? Унашкал термина нихçан та илтмен. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:31, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Пĕрлешÿ тата Пĕрлешĕнÿ тӳрлет

Эп пĕрлешĕнÿ сăмаха йышăнатăп çеç мар, юрататăп та. Юратнипе чуптуса илме те хатĕр. )) Анчах та вăл форма кунта ниме те пĕлтермест. Хуть пĕрлешÿ те, хуть пĕрлешĕнÿ те — çавах. Япалалăх. Атомсем е атомсемпе молекулăсем (комплекслă япалалăхра) пĕрлешнĕ. Пĕрлешĕнÿ тени, çапах та ытлашши ăслăлăх, ытлашши кукăр-макăр. Химилле пĕрлешÿсем пирки çырнă ятарлă статьяра та пĕрлешĕнÿ мар, пĕрлешÿ тенĕ. Çавна ним пăркаланмасăр тытса пырас пулать. Паллах, кунта пĕрлешĕнÿ тенипе тĕнче ишĕлсе анмасть ĕнтĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:40, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вернуться на страницу «Кальций пĕрлешĕнĕвĕсем».