Категорине сӳтсе явмалли:Африкăри вĕçен кайăксем
Юлашки сообщени: 3 года назад Andreevart ҫырнӑ
Африка вĕçен кайăкӗсем - Птицы Африки - ят тӗрӗсрех. Африкăри вĕçен кайăксем - Птицы в Африке --Andreevart (сӳтсе явни) 18:54, 13 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Малтан пĕрремĕш варианчĕччĕ. Улăштартăм. Мĕншĕн? Паллă çынсем (континент шайĕнчи) пирки каланă чухне пĕрремĕш варианчĕ юлтăр терĕм, ыттисем валли — иккĕмĕшĕ (Европăра çуралнă, пурăннă, вилнĕ çĕршыв шайĕнчи пайăр çынсем валли те). Конструкциллĕх енчен, чĕлхе пуянрах пулĕ. Европа патшалăхĕсем мар, Европăри патшалăхсем. Европа пĕрлешĕвĕ. Европăри чĕрчунсем. Европа экономики (экономика Европы). Европа политикĕсем (политики Европы, европейские политики). Чĕрчунсем пирки çырнă чухне Европа географи терминĕ пулать, çавăнпа Европăри формăпа усă курас терĕм. Viktor (сӳтсе явни) 14:56, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
Ӑнланатӑп. Халлӗхе ҫаплах хӑварсан та, тен, вӑхӑт иртсен улӑштарма тивӗ. Пур аргументсене те шутласа йышӑнсан. --Andreevart (сӳтсе явни) 19:39, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Тӳрлетме нихçан та кая мар. Диалектика çĕнтерĕ! Viktor (сӳтсе явни) 19:55, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)
- ) юрать --Andreevart (сӳтсе явни) 20:12, 16 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)