Картлă курăк
Картлă курăк, шĕшлĕ курăкĕ – упа саррисем йышне кĕрекен курăк. Пирĕн тăрăхра анлăн сарăлнă, Çĕрĕн кăнтăр çурма чăмăрăнче тĕл пулмасть. Пахчасемпе парксене илемлетме ятарлă сортсем те ĕрчетеççĕ.
Ботаника сăнлавĕ
тӳрлетКу ӳсентăран 15-20 см пуçласа 2 метр таранах ӳсме пултарать, тымарĕсем вĕсен вăрăма каяççĕ, тĕп тымарĕсем вара çĕр ăшнелле аталанаççĕ. Çулçисем çурма çаврака е виçкĕтеслĕх еврлĕ, тĕклĕ. Тусанлăхĕсем çулçă туни çинче пĕчченшерĕн вырнаçнă, час-часах авăнса тăраççĕ.
Тĕсĕсем
тӳрлетКартлă курăксен йăхне 200 тĕс кĕрет, пурте тенĕ пекех вăрманта ĕрчеççĕ. Пирĕн тăрăхра хĕл кунĕсенче çулçисем вилеççĕ, тымарĕ кăна хĕл каçать.
Чăваш вăрманĕсенче ку йăха кĕрекен ама шĕшлĕ курăкĕ тĕл пулать.
Каçăсем
тӳрлет- Картлă курăк капăрлатакан ӳсентăрансен энциклопединче
- Картлă курăк USDA NRCS сайчĕнче (акăлч.) Тĕрĕсленĕ 1 февраль 2009