Карай Николай Дмитриевич

Карай Николай Дмитриевич (чăн хушамачĕ Дмитриев), — сăвăç. 1942 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче çуралнă.

Сăмах ăсти ачасем тата çитĕннисем валли çырнă сăвă-калавшăн, тăван литературăна, культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре палăрнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Чăваш патшалăх университетне вĕренсе тухнă, Красноармейскиĕнчи район хаçатĕнче ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра Томск облаçĕнче пурăнать. Вĕрентекен пулса ĕçленĕ хыççăн халĕ тивĕçлĕ канура.

Ӗçĕсем тӳрлет

Николай Карай саввисемпе Ю. Кудаков, И. Степанов, З. Петрова композиторсем юрăсем хывнă: «Ах, аннесем, анне», «Ман çĕршыв», «Хурăнсем», «Юрату сăмсахĕ», «Ăшă çумăр», «Чечек çыххи», «Савнă тăван». Вĕсем халăхра анлă сарăлнă.

Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Ураллă купăс» (1982);
  • «Туссемпе пĕрле» (1985);
  • «Шăллăм» (1987);
  • «Вырма парни»
  • «Ял-йыш саламĕ» (Сăвăсем, 2004)
  • тата ыттисем.