Ка́па[1] (ним. Kappe — виткĕч, хупă, пĕчĕк калпак) — пиçĕ пластмассăран тунă, шăлсене спортри травмăсенчен хӳтĕлекен хатĕр.

Капа
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Капа пăхăр.


Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Спорт тренировкисенче тата ăмăртусенче шăлсем çине травма пуласран тăхăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра саккăр спорт тренировкисемпе ăмăртăвĕсенче тăхăнмалла: бокс, американ футболĕ, пăр çинчи хоккей[2], арçын лакроссĕ, çапăçав самбо, роллер-дерби, хĕрарăм курăк çинчи хоккей, тхэквондо тата хутăш çапăçав ӳнерĕсем.

Классификаци

тӳрлет
  • Стандартлисем
  • Термопластиклисем
    Термопластик (термоформăлакан) капăсенчен килтех индивидуаллă капăсене тума пулать.
  • Индивидуаллисем
    Индивидуаллă капăна шăлсем çине лартса тăваççĕ, çавăнпа вăл шăлсен формипе пысăкăшне шăп та лап тивĕçтерет. Çак капа питĕ лайăх ларать, шанчăклă хӳтĕлет тата сывлама-калаçма ансат.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет