Камден (Лондон боровӗ)
Лондонри Камден (Кэмден; акăл. London Borough of Camden, ТФА) — Лондонри 32 боровӗсенчен пĕри, шалти Лондон варринче Вестминстерпа Ситирен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Лаптӑкӗ 21 км², Хай-Холборнран Хэмпстед-хит паркне ҫити тӑсӑлать. Истори центрӗ Камден-Таун районӗ шутланать, вӑл Кемденӑн 1-мӗш графӗн ячӗпе хисепленет. 2021 ҫул тӗлне Камденри куҫман пурлӑхӑн вӑтам хакӗ £709,200 пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хаксем кунта ҫителӗклех сисӗнекен: £202,500-тен пуҫласа £3,550,000 таран.
Камден | |
---|---|
Герб | |
Никӗсленӳ/йӗркеленӳ вӑхӑчӗ | 1965 çулхи ака, 1-мĕшĕ |
Девиз тексчӗ | Non Sibi Sed Toti |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Большой Лондон[d] |
Вӑхӑт тӑрӑхӗ | UTC±0:00[d] и UTC+1:00[d] |
Ӗлӗкхи графлӑх | Мидлсекс[d] |
Геоданнӑйсем | Data:Camden.map |
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗ | Leader of Camden Borough Council[d] |
Правительство пуҫлӑхӗ | Georgia Gould[d][2] |
Ӗҫ тӑвакан влаҫ | cabinet of Camden borough council[d] |
Ертсе пыракан орган | Camden London Borough Council[d] |
Саккун йышӑнакан орган | council of Camden London Borough Council[d] |
Халӑх йышӗ |
|
Тӑванла хула | Абу-Дис[d] и Люксембург |
Штаб-квартира вырнаҫӑвӗ | |
Чикӗленсе тӑрать | Вестминстер[d], Лондонский Сити[d], Брент[d], Барнет[d], Харинги[d] и Ислингтон[d] |
Улӑштарнӑ | Metropolitan Borough of Hampstead[d], Metropolitan Borough of Holborn[d] и Сент-Панкрас[d] |
Лаптӑк |
|
Почта индексӗ | EC, N, NW, W и WC |
Официаллӑ сайт | camden.gov.uk |
WordLift кочӗ | data.wordlift.io/wl01714… |
Вырӑнти телефон кочӗ | 020 |
Медиафайлы на Викиампар |
Истори
тӳрлетӖлӗк-авал Камден территорине алӑстисем йышӑннӑ. Кунта сехет (Клеркенвелле), фортепиано, сӗтел-пукан тата ювелир хатĕрӗсем тунӑ. Ганновер династийӗ вӑхӑтӗнче Блумсбери районӗ улшӑна пуҫланӑ. Британи аристокрачӗсем куҫман пурлӑха арендӑна пама хаваспах ҫурт-йӗр ҫавӑрма укҫа-тенкӗ хывнӑ. Ҫапла Квин-сквер, Рассел-сквер, Фицрой-сквер, Блумсбери-сквер тата Бедфорд-сквер — варринчи сад пахчи евĕрлĕ тӑваткал лаптӑксем, халӗ те малтанхи георг стилӗпе хӑпартнӑ ҫурт-йӗре упраса хӑвараканскерсем, йӗркеленнӗ.
XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче, Регентлӑх тапхӑрӗнче, Лондон малалла ҫурҫӗр еннелле аталаннӑ. Джон Нэш архитектор принц-регент ыйтнипе Камденӑн кӑнтӑр енче Риджентс-парка ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, унтан ҫурҫӗрелле Риджентс-каналне чавса тухнӑ. Унӑн таврашне Роберт Браунинг «пĕчĕк Венеци» тесе ят панӑ. Меллĕ ҫурт лартакан Томас Кьюбитт ҫӗнӗ камден лапамӗсем — Гордон-сквер тата Уобёрн-сквер туса хунӑ.
Кьюбитт тата ытти хула тӑвакансен ҫитӗнӗвӗсем Камден халӑхне Виктория тапхӑрӗнче хӑвӑрт ӳсме майсем туса панӑ. Шӑпах кунта Британи музейӗпе Лондон университечӗ вырнаҫнӑ, Кингс-Кросс тата Сент-Панкрас пысӑк вокзал комплексӗсене (юлашкине св. Панкратий чиркӗвне чысласа ят панӑ, Лондонра вӑл чи авалхисенчен пӗри) туса лартнӑ. 1960-мӗш ҫулсенче районӑн хӑвӑрт ӳсӗмӗ пуҫланӑ тата вӑл Лондонӑн туризм паллӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ: кунта нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартнӑ, Риджентс-канал склачӗсемпе докӗсенчен ал ăсталăх пасарӗсене тунӑ. Ҫавӑн чухнех Камденра Юстен Тауэр тата BT Tower — Лондонӑн чи ҫӳллӗ ҫурчӗ пулса тӑнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Камденӑн фешенебель кварталӗсем ҫурт-йӗре ирӗклӗ майпа хӑпартнӑ ҫурт-йӗрпе кӳршӗллӗ. Лондонри халӑхшӑн Камденӑн вӗтӗр-шакӑр япаласен пасарӗсем, ҫавӑн пекех Линкольнс-Инн-Филдс скверӗ (Лондонӑн чи пысӑк лаптӑк тата манхэттенри Тӗп паркӑн прототипӗ) уйрӑмах популярлӑ вырӑн шутланаҫҫӗ.
Халăх йышĕ
тӳрлет2011 ҫулхи ҫырав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Камденра 220 100 ҫын пурӑннӑ. Ҫав шутран 16,1 % ачасем (15 ҫула ҫитиччен), 71 % ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмри ҫынсем (16 ҫултан пуҫласа 64 ҫула ҫитиччен) тата 12,9 % ватӑ ҫынсем (65 ҫултан пуҫласа пысӑкрах) пулнӑ.
Этноссен йышӗ
тӳрлетТӗп этнос ушкӑнӗсем, 2007 ҫулхи ҫыравпа килӗшӳллӗн:
71,6 % — шурӑ ӳтлисем, ҫав шутра 52,4 % — шурӑ британсем, 3,5 % — шурӑ ирландсем тата 15,7 % — урӑххисем (грексем, вырӑссем, поляксем, португалсем, итальянсем, французсем, еврейсем, нимӗҫсем, венгрсем, румынсем, пӑлхарсем, албансем, македонсем, австралицсем, ҫӗнӗзеландсем, датчансем);
10,2 % — Кӑнтӑр Азирен тухнисем, ҫав шутра 5,7 % — бенгалсем, 3,6 % — индисем тата 0,9 % — пакистансем;
7,2 % — хура ӳтлисем, ҫав шутра 5,1 % — хура африкансем (нигерсем, сомалисем, танзани ҫыннисем), 1,6 % — хура карибсем (ямайсем) тата 0,5 % — урӑх хура ӳтлисем;
3,9 % — метиссем, ҫав шутра 1,2 % — шуррисемпе хутӑшнӑ азиатсем, 0,8 % — шуррисемпе хутӑшнӑ хура карибсем, 0,6 % — шуррисемпе хутӑшнӑ хура африкансем тата 1,3 % — урӑх метиссем;
2,7 % — китайсем;
1,2 % — азири урӑх халӑхсем (турккӑ-киприотсем, ливансем, тайсем);
3,1 % — урӑххисем (колумбисем, боливисем, мароккансем).
Тӗн
тӳрлет2011 ҫулхи борори тӗнсен статистикӑллӑ даннӑйсем:
Тĕн | Камден
% |
Лондон
% |
Англи
% |
---|---|---|---|
Христианлăх | 33,9 | 48,4 | 59,4 |
Ислам | 12,1 | 12,4 | 5,0 |
Иудаизм | 4,5 | 1,8 | 0,5 |
Индуизм | 1,4 | 5,0 | 1,5 |
Буддизм | 1,3 | 1,0 | 0,5 |
Сикхизм | 0,2 | 1,5 | 0,8 |
Ыттисем | 0,6 | 0,6 | 0,4 |
Ӗненӳсӗр | 25,5 | 20,7 | 24,7 |
Кӑтартман | 20,5 | 8,5 | 7,2 |
Ӑнлантарусем
тӳрлет- ^ archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ Councillor Georgia Gould confirmed as new Leader of Camden Council — Camden London Borough Council.
- ^ https://www.ons.gov.uk/peoplepopulationandcommunity/populationandmigration/populationestimates/datasets/estimatesofthepopulationforenglandandwales
- ^ https://ons.maps.arcgis.com/home/item.html?id=a79de233ad254a6d9f76298e666abb2b
Каҫăсем
тӳрлет- Camden (акăл.). Encyclopædia Britannica.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Камден (боро Лондона) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |