Джорджиана Кавендиш
Джорджиана Кавендиш, Девоншир хĕрарăм-герцогĕ çуралсанах Джорджиана Спенсер (акăл. Georgiana Cavendish, Duchess of Devonshire, Çĕртме, 7, 1757 - Пуш, 30, 1806), çуралнă чухнĕ панă ячĕ Джорджиана Спенсер, Девонширăн 5-мĕш герцогĕн, Уильям Кавендишăн пĕрремĕш арăмĕ тата Девонширăн 6-мĕш герцогĕн, Уильям Кавендишăн амăшĕ.
Джорджиана Кавендиш | |
Georgiana Cavendish | |
Çуралнă чухнехи ят | Джорджиана Спенсер |
---|---|
Çуралнă вăхăт | Çĕртме, 7, 1757 |
Çуралнă вырăн | Элторп |
Вилнĕ вăхăт | Пуш, 30, 1806 (48 çулта) |
Вилнĕ вырăн | Лондон, Англи, Аслă Британипе Ирланди пĕрлешÿллĕ патшалăхĕ |
Гражданлăх | Англи |
Пăхăнулăх | |
Ашшĕ | Джон Спенсер |
Амăшĕ | Маргарет Джорджиана Пойнтц |
Упăшки | Уильям Кавендиш, Девонширăн 5-мĕш герцогĕ |
Ачисем | Уильям Кавендиш, Джорджиана Кавендиш, Гарриет Кавендиш, Элайза Кортни (ашшĕ Чарльз Грей) |
Медиафайлы на Викиампар | |
Произведения Викивулавăшра |
Унăн ашшĕ, Джон Спенсер, Спенсер 1-мĕш графĕ, 1-мĕш Мальборо герцăкĕн Джон Черчиль мăнукĕн ывăлĕ, леди Каролина Лэм вара Байрон сăвăçăн савнийĕ пулнă, вăл Джорджианан тăванĕн хĕрĕ пулнă. Унăн ăрувĕнчен тухнисен хушшинче — Девоншир хальхи герцогĕ (мăнукĕ тăрăх), Уэльс принцесси Диана, (çуралсанах леди Диана Спенсер) тата Сара, Йорк герцогини (Чарльз Грей хĕрĕ, Элайза Кортни тăрăх).
Кун-çулĕ
тӳрлетДжорджиана çутлăх чаплă чиперкки пулнă, ун тавра çыравлăх тата политика бомонд ушкăнĕ çаврăннă. Унсăр пуçне вăл хĕрарăмсене суйлавра хутшăнма ирĕк париччен çĕр çул маларах хастар политика ĕçченĕ пулнă.
Спенсерпа Кавендиш çемьисем вигсен партине кĕнĕ, анчах, унăн упăшки пĕлтерĕшлĕ герцогсенчен пĕри пулнă пирки, политика ĕçĕнче хутшăнайман. Çавăнпа та Джорджиана халăхра çемьен политикăри шухăшĕсене сарнă. Тĕппипе илсен, вăл хăйĕн тăванне, Чарльз Джеймс Фокса пулăшса тăнă, çав вăхăтрах III Георг король тата унăн министрĕсен кабинечĕ тори партин политики майлă пулнă.
Вăл çĕнĕ модă кăлараканĕ пулнă, Франци майра-патшипе Мария-Антуанеттапа туслă пулнă. Джорджианана Томас Гейнсборо тата Джошуа Рейнольдс пек паллă ÿнерçĕсем сăнарланă.
Леди Джорджиана Спенсер вунçиччĕ тултарсан Уильям Кавендишпа, Девонширăн 5-мĕш герцогĕпе, 1774 çулхи 7 июня венчете тăнă. Упăшки хăйĕнчен тăхăр çул аслăрах пулнă. Пĕрремĕш ачи туй хыççăн тăхăр çултан тин çуралнă, унччен темиçе хырăм ÿкнĕ. Мăшăрăн пĕтĕмпе виçĕ ача пулнă:
Джорджиана Кавендиш, «пĕчĕк Джи» (акăлч. "Little G") (12 утă 1783 - 8 çурла 1858), 6-мĕш Карлайл графа, Джордж Говарда качча тухнă.
Гарриет Кавендиш, «Гаррио» (акăлч. "Harryo") (29 çурла 1785 - 25 чÿк 1862), Гренвиль Левесон-Гоуэр, 1-мĕш Гренвиль графа качча тухнă.
Уильям Джордж Спенсер Кавендиш, 6-мĕш Девоншир герцăкĕ, «Харт» (акăлч. "Hart") (21 çу 1790 - 18 кăрлач 1858), нихăçан та авланман, ача хăварман.
2-мĕш граф Грейран, Чарльз Грейран Джорджианан Элайза ятлă хĕрĕ пулнă. Вăл çуралсанах герцог арăмне ачине пăхса ӳстерме Греян ашшĕпе амăшне пама хушнă. Элайза Кортни Эллис (20 февраля 1792 - 2 мая 1859), Роберт Эллис генерала качча тухнă пулнă.
Джорджиана Уильям Кавендишпа нихăçан та хăйĕн çемье пурнăçĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайманнине ăнланса илсен, хăйĕн чун лăпкăлăхне халăх юратувĕнче тупнă.
Халăхра вăл хăйне кирлĕ енчен кăтартма пĕлнĕ пулин те, харпăр пурнăçĕнче ăнăçлă пулайман. Ывăл ача çураласси час-часах ăнăçмасăр хырăм ÿкни, унăн чи çывăх юлташĕ, леди Элизабет Фостер, герцогăн еркĕнĕ пулса тăни унăн ури айĕнчи çĕрне туртса илнĕ. Джорджиана мĕнле пулсан та чăтма шутлать. Çапла вара вăл Англири XVIII ĕмĕрти чи паллă юратуллă виçкĕтеслĕхĕн варрине лекет.
Ăна пысăк намăс чăтма тивнĕ, мĕншĕн тесен унăн menage à troіs (французла — «виççĕн пурăнни») çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Вăл пурнăçĕн пулăмĕсенчен тарма тăрăшнă, вăл ашкăнтаракан вăйăсемпе выляса, эрех-сăра ĕçсе тата наркотиксемпе усă курса хăйне аркатнă. Пурнăçĕ вĕçнелле вăл картла выляса ярса пысăк кивçене кĕнĕ. Вăл 48-та, шутланă тăрăх, пĕвер шыçса пÿрленнинчен вилнĕ. Джорджианана Пур Сăваплисен Чиркĕвĕнче пытарнă, Дерби, Англи.
Ӳнер хайлавĕсенче
тӳрлетДжорджиана Кавендиша акăлчан сăвăçĕ Генри Кирк Уайт хăйĕн сăввине халалланă.
Джорджиана Кавендиш «Герцогиня» кино хайлавĕн тĕп паттăрĕ, унăн рольне Кира Найтли актриса вылять. Фильма Аманда Форман çырнă "Georgiana, Duchess of Devonshire" кĕнеки тăрăх лартнă.
Вуламалли
тӳрлет- Georgiana Duchess of Devonshire, Brian Masters, Hamish Hamilton, 1981.
- Georgiana, The Earl of Bessborough (editor), John Murray, London, 1955.
- Some Old Time Beauties by Thomson Willing Featuring a different version of her picture as well as written material on her reputation.
- The Two Duchesses.., Family Correspondence relating to.., Vere Foster (editor), Blackie & Son, London, Glasgow & Dublin, 1898.
- An Aristocratic Affair - The life of Georgiana's sister Harriet, Countess Bessborough, Janet Gleeson, 2006, ISBN 0-593-05487-3
- Georgiana Duchess of Devonshire, The Sylph, ed. Jonathan David Gross (Chicago: Northwestern University Press, 2007),
Каçăсем
тӳрлет- Georgiana, Duchess of Devonshire: Dictionary of National Biography (акăлч.). çăлкуçран архивланă 19 Ҫу уйӑхӗн 2012.