Джошуа Рейнольдс

Джошуа Рейнольдс (акăл. Joshua Reynolds; Утă, 16 1723, Лондон - Нарăс, 23 1792), — ÿнерçĕ, анкăл кун-çулпа çын-сăпат ÿнерçи, XVIII ĕмĕрĕн анкăл çын-сăпат ÿнер шкулĕн пайташĕ. Илем тĕпчевçи. Король илем академин пĕрремĕш президенчĕ, Лондон король пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Юриех авалхи илеме тĕпчес тĕллевпе пĕрлешнĕ Дилетантсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Джошуа Рейнольдс
Joshua Reynolds
Хăйне хăй ÿкерни.
Хăйне хăй ÿкерни.
Çуралнă чухнехи ят: Joshua Reynolds
Çуралнă вăхăт: Утă, 16, 1723
Çуралнă вырăн: Лондон Англи
Вилнĕ вăхăт: Нарăс, 23, 1792
Вилнĕ вырăн: Лондон, Англи
Гражданлăх:
Жанр: çын пичĕ, çутçанталăк сăнарĕ
Викиампарти ĕçсем

Кун-çулĕ тӳрлет

 
Хăйĕн сăнарĕ.

Вăл 1723 çулхи 16 июля Девоншир графлăхĕн Плимптон хулинче çуралнă. Ашшĕ ывăлне тухтăр пултарасшăн ĕмĕтленнĕ, анчах ача илем тĕнчипе кăсăкланни тата Дж. Ричардсон (1665-1745) ÿнерçĕн трактатне вулани унăн малашлăхне палăртнă. 1741 Рейнольдс Лондонра çын питне сăнарлакан Т.Гудсон ÿнерçĕ патĕнче вĕренме пуçланă, вăл унăн патĕнче виçĕ çул вĕреннĕ, ун хыççăн Девонпорта тепĕр виçĕ çул пурăнсан 1746 çулта Лондона таврăннă. 1749 çулта вăл Италине кайнă, унта вăл аслă ÿнер ăстисен — ытларах Тициан, Корреджо, Рафаэльпа Микеланджело пултарулăх ĕçĕсене тĕпченĕ. 1752 çулта Лондона таврăнсанах вăл çын сăнарĕ ăсти ятне илсе пысăк чапа тухса анкăл ÿнерçисен хушшинче çÿллĕ шая йышăннă.

Рейнольдс çине тăнипе унăн Лондонра пĕрремĕш хут халăха кăтартма илем куравĕсем уçăлнă. 1763 çулта вăл Джонсонпа, Голдсмитпа тата ыттисемпе çыравлăх ушкăнне никĕсленĕ, 1768 çулта вара ăна тин çех уçăлнă Король илем академин президенчĕ пулма суйланă, çав ятпа ăна дворян хушне кĕртнĕ. 1784 çулта ăна пĕрремĕш король ÿнерçи ятне панă.

Вилеччен пĕр çул умĕн вăл курми пулнă.

Пултарулăхĕ тӳрлет

Рейнольдса хальхи анкăл ÿнер шкулĕн, уйрăмах тарăн пусăмлă та шывлаклă ÿнер майĕн юхăмен тĕп никĕсçи теме пулать — тĕппипе илсен, вăл ытти çĕнĕ ÿнер шкулĕсене сĕм янă, ытларах франц тата анкăл шкулĕсене. Рейнольдс хăйĕн пултарулăхĕнче хăй килĕштернĕ темиçе ÿнер ăстисен — Тициан, Рубенс, Рембрандт тата Корреджо мелĕсемпе ăслă-тăнлăн усă курса тата вĕсен евĕрлĕ ÿкерекен эклектик пулнă. Пуринчен ытла вăл çын сăнарĕсене ăнăçлăн хайланă, вĕсенче вăл хуçисен сăн-питне тĕрĕс панă, вĕсен ÿт-пĕвĕне илемлĕн кăтартнă, кирлĕ япаласене ăслăн хушса хăюллă та чĕрĕ мелпе ÿкернĕ. Рейнольдсăн тĕп вырăнлă сăнар ĕçĕсен хутне «Хăваласа кăларнă лорд» (Лондон наци галереинче), Мальборо герцог арăмĕпе тата ултă ачипе (Бленгейм галереинче), лорд Гитфильд, виконт Дж. Альтгорн, Бют граф арăмĕ, Бюкклейх герцог арăмĕ, трагикаллă актриса Сиддонс, Нелли Обрин, Гамильтон майра, Кеппель майра, Китти Фишер сăнарĕсем, хăйне хăй ÿкерни, «Çĕр çырлиллĕ хĕр» (маркиз Гертфорд патĕнче), «Муфтăллă хĕр», «Мейер арăмĕ Геба» (барон Ротшильд патĕнче, Лондонра), «Пĕчĕк Самуэль» (Монпелье музейĕнче) тата ыт. те кĕртме юрать.

Рейнольдсăн кун-çул сăнарланă ÿнер ĕçĕсене илсен. — вĕсем унăн сăн-пит сăнарĕсенчен чылай кая юлаççĕ; вĕсен хушшинче ÿнерçĕн ăсталăхĕ куçа курăннине пăхмасăр, тĕслĕхрен — «Бофорт кардинал вилĕмĕ», «Уголинопа ывăлĕсен вилĕмĕ», «Венера пиçиххине салтакан Амур» тата хăш-пĕр ытти ĕçсем, вăл ĕçсенче композици ирĕклĕхĕпе пурнăç чăнлăхĕ çитеймест. Эрмитажра Рейнольдсăн виçĕ ÿнер ĕçĕ упранать: «Çĕленсене пăвакан пĕчĕе Геркулес» (№ 1391), «Сципиона тÿсĕмлĕхĕ» (№ 1392) тата наци галереин «Венера пиçиххине салтакан Амур» ĕçĕн копи (№ 1390). Рейнольдсăн нумай ĕçĕ сăрă тĕсĕпе çутăшне çухатнă, ку вăл вĕсене çу вырăнне урăх япаласемпе усă курса пăхнипе пулнă.

 
Черченлĕх тапхăрĕ.

Вăл король академин пуçлăхĕ пулса сăмах тухса калани, пĕрремĕш хут Лондонра 1778 çулта пичетленсе тухнă, тата кайран темиçе хут (юлашки тухăм 1884 çулта; Лейшинг нимĕçле куçарни — «Zur Aesthetik und Technik der bildenden Künste», Лейпциг, 1893). Рейнольдсăн тулли çырав хайлавĕсен пуххи Лондонра 1797 тата 1835 çулсенче тухнă.

Çиччĕри аристократка, роза чечекне татакан Карлайл Говард майра сăнарне унăн ашшĕ 5-мĕш Карлайл граф ыйтнипе хайланă, ун çинчен ашшĕ хĕрĕн кутăн кăмăлне пăхмасăр, яланах юратнине каланă. Леди Кэролайн хăйма тĕслĕ ÿтне хĕвел çутинчен плащпа алсиш тăхăнса сыхлать. Ача пĕвĕ епле вырнаçмаллине кам суйласа илни паллă мар, е ÿнерçĕ, е çемье, анчах та хăрача чĕркуççи çинче çĕр çине ларнине куракансем çав вăхăтрах ахаль пурнăç вăйĕн паллине пĕлтерни тенĕ. Пĕр хаçат çыравçи каланă тăрăх, «хĕрача, роза тĕмми çине ларать пек курăнать».

1847 çулта Наци галереинче кăтартнă, каярах, 1951 çулта Тейт галерейине панă «Черченлĕх тапхăрĕ» ĕç, нумай çул хушши Рейнольдсăн чи паллă ĕçĕсен шутне кĕрет. Ку ĕçе портрет тесе ÿкерме ыйтман. Ятне те Рейнольдс шутласа тупман, ячĕ 1794 çулта ÿнер ĕçĕнчен пăхса касса кăларнă гравюраран пулса кайнă. Хайлава 1788 çулта тунă пуль теççĕ. Анчах та вăл 1785 çулта хайланнă текенсем малтанах ĕç «пĕчĕк хĕрача» ятлă пулнă тесе шутлаççĕ. Рейнольдс ăна камран ÿкерни те паллă мар.


Курав тӳрлет


Вуламалли тӳрлет

  • Farrington, «Memoires of the life of Sir Joshua Reynolds» (Лондон, 1809);
  • Leslie and Taylor, «Life and times of Reynolds» (2 т., Л., 1864—1865).
  • Collins, «Sir Joshua Reynolds as portrait-painter» (Л., 1873).
  • Chesneau, «Joshua Reynolds» (П., 1887).
  • Cl. Phillips, «Sir Joshua Reynolds» (Л., 1893).


Каçăсем тӳрлет