Кĕçтӳк Кольцов
Кĕçтӳк Кольцов (чăн ячĕ Кольцов Константин Михайлович), — сăвăç. 1916 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Анат Сурăм ялĕнче çуралнă. 1943 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăрçăра аманнӑ хыҫҫӑн госпитальте вилнӗ.
1962 çултанпа СССР ÇП членĕ (вилнĕ хыççăн кертнĕ).
Пурнăçĕ
тӳрлетЭнтриялĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Канаш районĕн хаçатĕнче, Шупашкарта «Çамрăк большевик» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Муромри çар училищинче вĕреннĕ, унтан Карели фронтĕнче çапăçнă. Батальон аслă адъютант пулнă (186-мĕш стр.дивизи 26-мĕш арминче).
1943 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче аслă лейтенант паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă.
Карели республикĕнче Лоухский районĕнче Сосновый посёлокра салтак масарта пытăрнă. Çав посёлокра сăвăç ячелле урамĕ пур.
Ӗçĕсем
тӳрлетУнăн сăввисем хаçат-журналта нумай пичетленнĕ. Пичетленсе тухнă кĕнекисем: